25 января 2012 г.
ЮЛАШКИ вăхăтра Сăкăтсем Юхмапа Пăла тăрăхĕнчи демографи лару-тăрăвне лайăхлатас тĕлĕшпе рекордсменсем шутланаççĕ. Тăваттăмăш çул çемьене пысăклатассипе пикенсех тимлеççĕ. Кролик çулталăкĕ вĕсемшĕн чи ăнăçли пулчĕ. Пĕлтĕр кунта 35 пепке сас панă. Районти чи лайăх кăтарту! Виçĕмçулхипе танлаштарсан тата 14 ача çĕнĕ телей илсе килнĕ.
Район центрĕнче вара ку тĕлĕшпе лару-тăру чаплах мар. Патăрьел çулсеренех илемленсе, капăрланса пырать пулин те çак сăлтавпа савăнăçа пайлакансем сахалланса пыраççĕ.
Тепĕр темиçе çултан хăш-пĕр ялсем “шурсухалланас” хăрушлăх та пур. Юлашки вунă çулта Хурама Тварта 7, Кĕçĕн Шăнкăртамра 3, Ясная Полянăра 1 ача çеç сас панă. Чĕпкасра вара ăна тахçанах маннă.