25 января 2012 г.
Хĕллехи сивĕ кунсенче те пушă лармаççĕ “Первомайск” хуçалăхра вăй хуракансем. Кунта хĕлле – урапа, çулла – çуна хатĕрлемеллине питĕ лайăх пĕлеççĕ. Кĕркунне кондицие лартса пĕтерейман пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсен вăрлăхне акма юрăхлă тунă хыççăн сухан-севока сортлама тытăннă. Машина умĕнче куллен Р.Волкова, Л.Удалова, М.Молочникова, Г.Маркиданова тăрăшаççĕ. Тасатса тирпейленĕ продукцие туянас текенсем те пур, çавна май ăна сутсах пыраççĕ.
– Çур акине хатĕрленсе вăрлăхсене çĕнетессипе тата улăштарассипе те тимлетпĕр. “Хастар” хуçалăхран вика илсе килтĕмĕр, вĕсене уншăн урпа патăмăр. “Труд” кооперативран илепер курăкĕн вăрлăхне туянтăмăр, – пĕлтерет хуçалăхăн тĕп агрономĕ И.Киргизов.
Техника та парка сыхласа çеç лармасть. Хăватлă тракторсем вăрмантан йывăç турттараççĕ, пушăраххисене юсама тытăннă.
(Хамăр корр.)