25 января 2012 г.
19-мĕшĕнче, Юхмапа Пăла тăрăхĕнче Христос тĕнне ĕненекенсем кăшарни уявне анлăн паллă турĕç. Тĕн йăли-йĕркине тытса пырса шартлама хĕл кунне пăхмасăр сăвапланă шыва кĕрекенсен йышĕ çулран-çул ÿссе пырать.
Уяв умĕнхи каçхине районта Первомайски, Алманчă, Аслă Чемен, Çĕньял, Патăрьел, Сăкăт, Ыхра Çырми, Турхан ял поселенийĕсенче хĕресле вакăсем каснă, унта анса шыва кĕме меллĕ условисем тунă, çавăн чухнех, çур çĕрте хăш-пĕр хастарсем Турă вăй-хăват панипе сивĕ шывра чÿхенсе тухнă. Акă Сăкăтри вăрман çумĕнчи кÿлĕри иордание çак каçхине ватти те, вĕтти те йышлă пуçтарăннă. 50-60 хастар чунне таса шывра çăмăллатнă. Сăвапланă вырăна ытти ялтан та килнĕ. Сăмахран, Патăрьелĕнчи Ираида Волкова кăшарнире шыва кĕрессине йăлана кĕртнĕ. Хальхинче вара хăй кăна мар, виççĕмĕш класра вĕренекен София хĕрĕ морж пекех чÿхеннĕ. “Тепĕр çул та аннерен юлмастăп. Хăрамарăм, хама питĕ лайăх туйрăм”, – савăнăçне пытараймасăр каласа парать чиперкке.
Уяв кунĕ тÿлек пулнăран Первомайски ял тăрăхĕнчи илемлĕ Сител кÿлли хĕррине каснă вак умне те йышлă халăх пуçтарăнчĕ. Çемьепе, коллективпа, пĕчĕк ушкăнпа килекенсем те пур. Ытти çĕрти пекех кунта хăрушсăрлăх службисем – МЧС, васкавлă пулăшу, полици те уява пуçласа вĕçне çитеричченех тăчĕç: Кăнтăр районĕнчи V округăн благочиннăйĕ Сергий Первомайскинчи Христос çуралнă ячĕллĕ чиркÿ настоятелĕ, протоиерей служба ирттерсе кăшарни шывĕн пĕл-терĕшĕ пирки ăнлантарнă хыççăн вак каснă вырăна тепре сăвапларĕ, шыва кĕрсе тасалма пил пачĕ, ыттисемшĕн ырă тĕслĕхлĕ пулса вак умне пычĕ, картлашкаран çăмăллăн анса унтан варрине çитрĕ:
– Шывĕ пĕрре те сивĕ туйăнмасть. Пурте кĕрĕр! Вăл им те, сим те, сывлăх та парĕ. Район çыннисен ку тĕлĕшпе камран тĕслĕх илмелли пур – пĕр çÿçенмесĕр калаçрĕ халăхпа пачăшкă. Унăн пиллĕхĕпе çăмăллăнах Первомайски ял поселени пуçлăхĕ В. Секретов, район администрацийĕн пуçлăхĕ Н. Глухов, организаци, предприяти ертÿçисем, ял тăрăх пуçлăхĕсем, уйрăм çынсем иорданире тасалчĕç. “Тинĕс чĕр чунĕсенчен” чи асли Первомайскинчи А. Иванов пулчĕ.
– Паян эпĕ çакăнта тепĕр çулталăклăх вăй-хăват, хавхалану илтĕм. Спортпа тахçантанпах çывăх пулнăран, сивĕ шывра сывлăш пÿлĕннине те, шăнăр туртнине те туймастăп, – хаваслансах калаçрĕ 68 çулхи вăй питти арçын. Кун каçа вакка пĕрремĕш хут сикекенсем те пайтах пулчĕç.
Юн вĕренипе çĕнĕрен çуралнăн туякансем ятарлă палатăсенче типĕнсе тирпейленнĕ хыççăн пурте пĕрле чей ĕçрĕç, пулă шÿрпине ас тиврĕç.
А. ЕГОРОВА.