25 января 2012 г.
Иртнĕ çул районсем хушшинчи следстви пайĕ тĕрлĕрен преступленипе çыхăннă 600 ĕçе тишкерсе тĕпченĕ. Тĕ-рĕслев пĕтĕмлетĕвĕ хыççăн 112 уголовлă ĕç пуçарнă. Вĕсем хушшинче уйрăм хуçасем хăйсен пайтишĕн саккуна хирĕç кайнă тĕслĕхсем те пур. Акă следстви пайĕ “Мир” ял хуçалăх производство кооперативĕн председателĕ ултавлă меслетпе ют пурлăха вăрланине тăрă шыв çине кăларчĕ. Ертÿçĕ тĕллевлĕ программăпа усă курса республика бюджетĕнчен хăйсен счечĕ çине саккуна хирĕçле 25980 тенкĕ укçа куçарттарнă. Кооператив ертÿçине РФ Укăн 159 статйин 3-мĕш пайĕпе килĕшÿллĕн служба ĕçĕпе усă курса ултавлă меслетпе ют пурлăха вăрланăшăн айăпланă. Ун ячĕпех тата ытти статьясемпе те айăплавсем пур.
Пĕлтĕрпе кăçал республикăшăн, çĕр-шывшăн яваплă суйлав тапхăрĕсем пыраççĕ. Çывăх вăхăтрах – Раççей Президенчĕн суйлавĕ. Ăна тÿрĕ чунпа, тирпейлĕ, пăтăрмахсăр ирттерсе ярасси суйлав участокĕсенчи комиссисен тĕп тĕллевĕ пулмалла. Ку тĕлĕшпе те асăрханмалли тĕслĕх пур. Пĕлтĕр Алманчăри пĕр суйлав участокĕнче улталаса алă пуснă тĕслĕхсем тупнăччĕ.
Д. ТАЗЮКОВ,
аслă следователь.