АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации »

28 января 2012 г.

Сивĕ Çанталăка сăнакансем асăрхаттарнă тăрăх, кăрлачăн 26-мĕшĕнчен пуçласа нарăсăн 1-мĕшĕчченех кăра Хĕл Мучи пирĕн патăрта хуçаланмалла. Ытти çулсемпе танлаштарсан, сывлăш температури 7 градус сивĕрех: каçхине –20..-25, вырăн-вырăнпа –30..-32, кăнтăрла –15..-20 градус. Февралĕн пĕрремĕш вунăкунлăхĕнче те сивĕ парăнмасть-мĕн. Кăшарни сивви малалла тăсăлать иккен. Çавăнпа район администрацийĕн гражданла хÿтĕлев тата чрезвычайлă лару-тăру пайĕ инкексенчен сыхланмаллине çирĕп асăрхаттарать. Çак тĕллевпе çуртсене хутса ăшăтма пур çĕрте те резерв топливи, электроэнерги çăлкуçĕ хатĕр пулмалла, вырăнсенче дежурствă йĕркелемелле, пушар хăрушсăрлăхĕн йĕркисене çирĕп пăхăнмалла, ăнăçсăр çемьесене, пĕччен пурăнакан ватăсене, пушă хуçалăхсене асăрхасах тăмалла.

Вăраха тăсăлакан сивĕ никам сывлăхне те сиен ан кÿтĕр. Çавăнпа та шăнса инкек курасран, алă-урана тăм илтересрен сыхă пулмалла.

Сивĕ– хĕл илемĕ. Çапах та пите-куçа чĕпĕтекенскер пирĕншĕн тус мар. Çак ыйтупа вырăнсенче пăтăрмах сиксе тухсан çийĕнчех районти дежурнăйпа диспетчер службине 6–12–11 телефонпа шăнкăравламалла.

(Хамăр корр.)

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика