28 января 2012 г.
Выльăх-чĕрлĕх отрасльне аталантармасăр хуçалăх малалла талпăнайманнине “Исток” агрофирмăра питĕ лайăх ăнланаççĕ. Çавăнпа тимлĕхне те ытларах уйăрма тăрăшаççĕ. Хальхи вăхăтра кунта ĕне фермине реконструкцилессипе тăрăшаççĕ. Ĕнесене пăрлаттармалли уйрăма тунă хыççăн шурă шĕвекĕн пахалăхне лайăхлатас тата дояркăсен ĕçне çăмăллатас тĕллевпе сĕт каймалли пăрăхсене вырнаçтарма пикеннĕ. Кĕтĕве те çĕнетеççĕ. Елчĕк райо-нĕнчи “Комбайн” хуçалăхран ăратлă 30 пушмак пăру туяннă. Паяна кунта ĕне-выльăх 455 пуç шутланать, вĕсенчен сăвăнаканни – 115. Пĕр ĕнерен кунне вăтамран 16,6 килограмм сĕт сăваççĕ. Районта чи пысăкки! Хуçалăхра вара Верăпа Нина Михеевасен кăтартăвĕсем ыттисенчен те лайăхрах.
Ĕне-выльăхăн апат рационĕ те пуян. Тырă фуражĕ, силос, сенаж çитернисĕр пуçне жом, вăрă чусти тата ытти минераллă хутăшсем параççĕ.
(Хамăр корр.)