АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации »

28 января 2012 г.

Нăрваш Шăхальне хĕвел тухăç енчи укăлча хапхинчен кĕнĕ çĕрте Василий Бородкин вăхăтлăха чарăнса тăчĕ. Йăмраллă урамсене, капмар çуртсене, икĕ енĕпех тăпăл-тăпăл карта тытса çавăрнă сад пахчисене, шыв сиккиллĕ пĕвесене тепĕр хут тĕплĕн сăнарĕ. Пурте чуна çывăх. Çуралнă тăрăхăн сăн-сăпачĕ кунта ÿссе тымар янă шурсухала илĕртмеллипех илĕртет.

Ача чухнех ялăн кашни урамне, çырмине çуран, йĕлтĕрпе, велосипедпа чупса Василий Михайлович миçе çĕр хут çаврăнман-ши! Спортпа туслă пулнă вăл. Çак енĕ пуртанах паянхи кун та ĕç ветеранĕ сывлăхран тĕреклĕ, утăран вашават, çын хушшинче хисеплĕ.

Районти кирек хăш спорт мероприятийĕ те Нăрваш Шăхалĕсемсĕр иртмест. Унта ăмăртакансене хатĕрлекенĕ, явăçтараканĕ вара ялан тенĕ пекех Василий Михайлович. Юлашки вăхăтра çак тивĕçе унăн ывăлĕ те пурнăçласа пырать. Владислав ялти шкулта физкультура учителĕ пулса ĕçлет. Администраци çамрăка ялта физкультурăпа спорт ĕçне йĕркелесе пыма та шаннă. Василий Михайлович валли те вăхăта ирттермелли шанăç пур. Ун çине кирек хăш ăмăртура та тÿре тивĕçĕ тиенет.

– Паянхи кун та çурта пек тÿрĕ çÿреме, тĕреклĕ хул çурăмлă пулма мана чăннипех те спорт пулăшрĕ, – каласа парать В. Бородкин. – Хисеп хучĕсем манăн чăматанĕпех. Пушăрах вăхăтра çавсене алла илетĕп...

Çĕршыври миçе хулана çитсе ăмăртусене хутшăннине шутласа та пĕтереймĕн. Вĕсенче мала тухакансен çитĕнĕвĕсем 41 çул педагогикăра вăй хунă çынна савăнтараççĕ. Мăнукĕ Алеша аслашшĕн çул-йĕрĕ çине тăни те хĕпĕртеттерет. Вăл Санкт-Петербург çывăхĕнчи Сестрорецк хулинчи олимп резервĕсене хатĕрлекен училищĕре вĕренет.

Василий Михайлович ачасенче спорта юратас туйăмĕсене çуратнă, пъедестал çине хăпарма май паракан пирвайхи утăмĕсене тума пулăшнă. Шкул саккинчен уйрăлнă выпускниксем вара малалла ăста тренерсен аллине лексе спорт мастерĕн кандидачĕн нормисене тултараççĕ. Паян В. Бородкин хăйĕн “çимĕçĕсене” пуçтарать. Акă, В. Мулендеев Туапсе хулинчи ăмăрту хыççăн спорт мастерĕн кандидачĕ пулчĕ. А. Савельев 1981 çулта Испани, 1984 çулта Великобритани çĕр-шывĕсенче велосипедпа Совет Союзĕн пĕрлештернĕ командисенче ăмăртма хутшăннăччĕ. Н. Николаев спорт мастерĕ темиçе хутчен те йĕлтĕрпе республика чемпионĕн ятне тивĕçнĕ. Раççей Федерацийĕн тава тивĕçлĕ тренерĕ, республикăри спорт министрĕ А. Николаев та Нăрваш Шăхаль вăтам шкул выпускникĕ. Ачасемпе çамрăксен “Паттăр” физкультурăпа спорт шкулĕн тренерĕ В. Афанасьев çак кунсенче “Раççей Федерацийĕн тава тивĕçлĕ тренерĕ” ята илнинче Василий Михайловичăн тÿпи пысăк. Икĕ хут тĕнче чемпионки, Пекинри çуллахи олимп вăййисенче велоспортăн маутинбайк енĕпе виççĕмĕш вырăн йышăннă тава тивĕçлĕ спорт мастерĕ И. Калентьева та малтанхи хăнăхусене В. Бородкин патĕнчех илнĕ.

Чĕре хушнипе ĕçленĕ çав педагог шкулта. Ун чухне спорт залĕ та пулман. 800 ытла ача вĕренÿ çуртне çÿренĕ пĕр вăхăтра. Вĕсемпе çине-çине ăмăртусем ирттернĕ. Çавăнпа лайăхран лайăххине суйласа илме те май пулнă. Пурнăçĕ В. Бородкина нăйкăшма вĕрентмен. Шкул саккинчен уйрăлсан вăл колхозра тракторпа ĕçленĕ. Унтан Канашри педучилищĕре физкультура учительне вĕреннĕ. Виçĕ çул ăна çемьерен уйрăм пурăнма тÿр килнĕ. Халĕ вара Александра Терентьевна мăшăрĕпе çур ĕмĕр пĕрле пурăнаканскерсен 3 ача, 7 мăнук, 5 кĕçĕн мăнук хăйсен тавра явăнаççĕ. Туслă кил-йыш, тус-юлташсем, çитĕнекен ăру хушшинче пулни ветерана пĕрре те ватăлтармасть.

А. АСТРАХАНЦЕВА.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика