28 января 2012 г.
Сывлăх тĕлĕшĕнчен тĕреклĕ те çирĕп, 18 çул тултарнă каччă Конституци тивĕçне пурнăçласа Тăван çĕр-шыва хÿтĕлемелле. Район прокуратури кашни призыв тапхăрĕнчех районта “Çар тивĕçĕ тата çар служби çинчен” калакан федераллă саккуна мĕнле пурнăçа кĕртнине тĕрĕс-лет.
Иртнĕ кĕркунне планпа Патăрьел тата Шăмăршă районĕсемпе çара кайма 120 призывникăн ят тухнă, анчах 94-ăшне çеç чĕн-тернĕ. (Патăрьел районĕпе – 68). Вĕсенчен 92-шĕ салтак тивĕçне пурнăçлама кайнă, пĕр çамрăка сывлăхне пула республикăри йышăну пунктĕнчен каялла янă, тепри вара çар комиссариатне те килмен. Ун пирки уголовлă ĕç пуçарнă.
Район прокуратурипе çар комиссариачĕ, район полицийĕн сотрудникĕсем çара каяссинчен тарса-пытанса çÿрекенсене тупас, ку тĕлĕшпе çамрăксемпе калаçусем ирттерес тĕ-лĕшпе пĕрле тимлеççĕ. Кĕркуннехи призывра çеç 49 таркăна (66:) тупса палăртнă.
Пĕлтĕр çавăн пекех вырăнсене тухса çар тивĕçĕ тата служби çинчен калакан саккуна мĕнле пурнăçласа пынине те тĕрĕсленĕ. Сăмахран, Тутар Сăкăтĕнче çар учетĕнче нумай çитменлĕхсем тупса палăртнă. Ку тĕлĕшпе Çĕнĕ Ахпÿртпе Çĕньял тăрăхĕсенче те саккунтан пăрăннă тĕслĕхсем пур.
Призывниксен сывлăхне тĕрĕсленĕ пирки çакна палăртса хăвармалла: ку тĕлĕшпе врачсем çиелтен ĕçлеççĕ-мĕн. Кĕркуннехи призывра та пĕр пулас салтака сывлăх тĕлĕшпе тивĕçтерменрен каялла янă. Граждансене çар учетне илнĕ чухне те специалистсем призывниксен сывлăхне тĕплĕн тишкермен фактсем сахал мар.
Тĕрĕслев хыççăн район больницин тĕп врачĕ ячĕпе çитменлĕхсене пĕтерме представлени çырнă.
В. ПУТЯКОВ,
аслă пулăшуçă.