28 января 2012 г.
Юлашки çулсенче районта техникăна çĕнетессипе, киввисене хăватлисемпе, сахал энергипе эффективлă ĕçлекеннисемпе улăштарма тытăнчĕç. Чăн та, тин çеç заводран тухнисен хакĕ те аванах кĕсьене çÿхетет. Анчах паян вĕсемсĕр майĕ те çук. Пысăк тухăç туса илес, çынсен ĕçне çăмăллатас, укçа-тенке перекетлес, кадр ыйтăвне татса парас, аталану çулĕпе утас тесен çак утăма тумаллах. Кун пирки гостехнадзор инспекцийĕн районти пуçлăхĕ Илья Васильев акă мĕн пĕлтерчĕ:
– Района çуллен 60 миллион тенкĕлĕх техника килет. Кунта ял хуçалăх предприятийĕсем те, уйрăм хуçалăхсем те кĕреççĕ. 2010 çулта çеç кăтарту пĕ-чĕкрех. Ку çулла типĕ те шăрăх килнипе, продукци палăртнă чухлĕ туса илейменнипе çыхăннă. Пĕлтĕр 60 миллион тенкĕ парса 60 хăй тĕллĕн çÿрекен машина туяннă. Вăл шутран тĕрлĕ маркăллă 31 трактор, 3 комбайн тата ытти ял хуçалăх агрегачĕсем.
Республикипе хăватлă тракторпа комбайн 260 туяннă пулсан, пирĕн района 12 проценчĕ килнĕ.
– Юхмапа Пăла тăрăхĕнче паяна миçе техника шутра тăрать;
– Техника хатĕрĕсем чылай ÿснине палăртма кăмăллă. 2010 çулта районта шутра 975 хăй тĕллĕн çÿрекен машина тăнă. Пĕлтĕр хисеп 1057-е çитрĕ.
Уйрăм хуçалăхпа пурăнакансем хушшинче çĕрпе ĕçлес шухăшлисем нумайланчĕç, çавна май тракторсем ытларах туянма тытăнчĕç. Виçĕм çул çеç 233 “хурçă утчĕ”, 2011 çулта кăтарту 2 хут ÿсрĕ. Çĕнĕ çул пуçланнă кăна-ха, çавах икĕ çын “Беларусь” илсе те килчĕç. Çакна хуçалăхсене çăмăллатнă кредитсем пани те нумай пулăшать, ялти пурнăç условийĕ лайăхланни те витĕм кÿрет.
Пĕлтĕр 162 ял хуçалăх машинине регистрациленĕ, вĕсенчен 31-шĕ – çĕнни. Вăл шутран АПК-ран – 11 (8 тракторпа 3 комбайн), ытти – уйрăм хуçалăхсен. 96 трактора шутран кăларнă: 23-не кивелнипе юрăхсăра тухнăшăн; 73-не сутнине пула.
Тракторист-машинист удостоверенине – 233 çынна панă, çав шутран Патăрьелĕнчи професси училищинчен тата ытти çĕртен вĕренсе тухнисене – 76.
– Техника тата çул-йĕр хăрушсăрлăхне, ĕç сыхлавне пăхăнасси, тракторсемпе прицепсене патшалăх тĕрĕслевĕ витĕр кăларасси еплерех пулса пырать-ха;
– Техникăна ĕçе тухма, хĕле хатĕрлесе лартасси унчченхи çулсемпе танлаштарсан кăшт начарланчĕ. Анчах та ун вырăнне çулталăкне пĕрре кăларакан патшалăх тĕрĕслевĕ витĕр тухакансем нумайланчĕç. Ку ял хуçалăх машинисене, парксене çĕнетнипе, уйрăм çынсем тракторсемпе прицепсене кăтартмашкăн хăйсем комиссие чĕнсе илнипе те çыхăннă.
Регистрациленнĕ транспортсенчен хатĕррисен ретне 665-шне (62,9 процент) тăратнă, вĕсенчен 542-шĕ (51,2 процент) тĕрĕслев витĕр тухнă.
Руль тытакансем яваплăха туйса çула тухаççĕ, техника хăрушсăрлăхне пăхăнма тăрăшаççĕ. 2011 çулта йĕркене пăснă 37 тĕслĕх тупса палăртнă. Юлашки 5 çулта районта хăй тĕллĕн çÿрекен машинăсемпе усă курнă чухне инкек-синкек пулман.
О.ПАВЛОВА калаçнă.