01 февраля 2012 г.
УПАМСАРА çуралса ÿснĕ Н. Мулгачев вăрçă участникĕн синкерлĕ шăпи пирки унăн тăван-пĕтенĕ ку таранчченех нимĕн те пĕлмен. Çичĕ ача ашшĕ ытти пиншер çын пекех Укçине мăшăрĕпе сывпуллашнă та фронта тухса кайнă. Унтанпа вара çитмĕл çул та иртнĕ. “Пĕр хыпарсăр çухалнă” тенисĕр пуçне урăх ним те илтмен.
Ашшĕн, аслашшĕн пурнăçĕпе вилĕмĕ пайăр пулманни çывăх çынсене паян кунчченех пăшăрхăнтарнă.
Çак кунсене Николай Гаврилович тăванĕсен килне уçăмлă хыпар çитнĕ. 49 çулхи чăваш Аслă вăрçăра Смоленск облаçĕнчи Росславль хулинчи çар çыннисен лагерьне çакланнă-мĕн. Рядовой Мулгачев тыткăнра 1942 çулхи августăн 29-мĕшĕнче вилнĕ. Нушаланса ку тĕнчерен куçнă салтакăн чунĕ çÿлти патшалăхра пултăрах.