01 февраля 2012 г.
Кăçал республика Пуçлăхĕн стипендине вĕренÿри, наукăри, творчествăри, производствăри, ертсе пырас ĕçри ăнтăлушăн 22 Патăрьел çамрăкĕ тивĕç пулчĕ. Пĕлтĕр ăна 13 каччăпа хĕр илсе тăнăччĕ. Аслă Чементи вăтам шкулти Валерий Фроловпа Саша Медведев вара приоритетлă “Вĕрентÿ” нацпроектпа ки-лĕшÿллĕн тĕнче тата Раççей шайĕнчи олимпиадăсен çĕнтерÿçисем пулнăран Раççей Президенчĕн хавхалантарăвне (30 пин тенкĕ) илнĕччĕ.
Талантлă тата хастар çынсене патшалăх енчен пулăшасси, вĕсене аталанма кирлĕ условисем туса парасси çамрăксен политикин тĕп енĕсенчен пĕри пулса тăрать. Уйăхсерен паракан 1830 тенкĕ укçа çитĕнекен ăрăва умри тĕллевĕсене пурнăçа кĕртес ĕçре финанс пулăшăвĕ кÿрĕ.
Стипендиатсене çамрăксен пĕрлĕхлĕ информаци кунĕнче акт залĕнче чысласа свидетельствăсем панă май, район админитрацийĕн пуçлăхĕ Н. Глухов малтан çитĕнÿсем, малашлăхри тĕллевсем, вĕрентÿ сферин модернизацийĕ çинче чарăнса тăчĕ.
Пĕрин хыççăн тепри тухрĕç çамрăк талантсем тивĕçлĕ свидетельствăна илме. Николай Иванович вĕсене тунă çитĕнÿсемпе лăпланса лармасăр малашне те аталанма ырă сунчĕ. Çакна палăртма та кăмăллă: Д. Федоськин стипендие иккĕмĕш хут илме тивĕçрĕ. И. Федорова та творчествăра уйрăмах пысăк çитĕнÿсем тунăшăн хушма 400 тенкĕ илсе тăрать.
– Каччăсемпе хĕрсем хушшинче хастаррисем тата нумай-ха. Вĕсен пултарулăхне аталантарма пулăшмаллах,– терĕ Н. Глухов. – Пуласлăх – çамрăксенче.
Чыслав хыççăн калаçу çавра сĕтел хушшинче малалла тăсăлчĕ. Унта çамрăксен çивĕч ыйтăвĕсем тавра сăмах пычĕ.
(Хамăр корр.).