АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » “Пурнăçĕ кăлăхах пулмасассăн, вилсен те пурăнать этем...”

01 февраля 2012 г.

Çак ятпа иртрĕ В. Ильметов юрăçа, музыканта, композитора халалланă каç. Пурăннă пулсан Вениамин Иванович 70 çул тултарĕччĕ. Районти тĕп библиотекăна ентеше çывăх пĕлекенсем йышлăн пуçтарăнчĕç.

В. Ильметов Анат Чакă ялĕнче, хресчен çемйинче çуралнă, 1968 çулта чăваш педагогика институчĕн музыка факультетĕнчен вĕренсе тухнă. Унтан Ишлĕри вăтам шкулта директор çумĕнче, Патăрьелĕнчи музыка çурчĕн ертÿçинче ĕçленĕ. Кайран Шупашкарти промышленность тракторĕсен завочĕн хормейстерĕ пулнă.

Районпа республика культурипе искусствине аталантарас ĕçе тивĕçлĕ тÿпе хывнă çын пирки лайăххине нумай çырма пулать. Тĕрлĕ шайри фестивальсемпе смотр конкурссен лауреачĕн “Юрламасăр киле каяттăм”, “Уйрăлу”, “Лайăх лаша кÿлсе тухсан” тата ытти юррисем паянхи кун та илемлĕн шăранаççĕ. Хăшĕ-пĕрисене мероприятинче те аса илчĕç. Пĕр тăван Анатолий Шупашкартан илсе килнĕ видеокассетăна курни хăйне куç умне кăларчĕ.

“Манăн пурнăçра Вениамин Иванович пысăк вырăн йышăнать”, – терĕ аса илсе П. Никитин. – В. Ильметов сĕнĕвĕпех эпĕ унăн çулĕпе кайрăм.

М. Рубцова Вениамин Иванович нумай сăвă çырнине палăртрĕ, юбиляр юратнă юрра шăрантарчĕ. Н. Козлов тусĕн те аса илмеллисем пайтах пулчĕç. Ачасен искусство шкулĕн директорĕ В. Ширтанов В. Ильметов репертуарĕнчи юрра юрларĕ.

Н. МАЗЯКОВА.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика