АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Районта – Раççей геройĕ

08 февраля 2012 г.

Чăваш Патшалăх университечĕн Патăрьелĕнчи филиалĕн залĕнче Раççей Геройĕпе, Н. Гаврилов генерал-лейтенантпа районти педагогика тата медицина ĕçченĕсем тĕл пулнă. Сăмах май, Николай Федорович пирĕн ентеш. Вăл Канаш районĕнче çуралса ÿснĕ, Сызраньте летчиксен аслă çар авиаци училищине пĕтернĕ. Çавăн пекех хăйĕн пĕлĕвне Ю. А. Гагарин ячĕллĕ Çарпа сывлăш академийĕнче, М. М. Громов ячĕллĕ ЛИИИ çумĕнчи летчик-испытательсен шкулĕнче анлăлатнă. Вăтам Азири пограничниксен çар округĕн полк командирĕн çумĕ, 1992-1999 çулсенче – Раççейĕн НИИТЦ ФЛС-н аслă наука сотрудникĕ, аслă летчик-сăнавçă пулнă. 1999 çултанпа Раççейĕн пĕр вăй ведомствин авиаци ертÿçинче тăрăшнă. “Генерал-лейтенант” çар званине РФ Президенчĕн В. Путинăн Указĕпе килĕшÿллĕн 2007 çул пуçламăшĕнче илнĕ.

Мухтавлă ентешĕмĕре Владимир Путин Чăваш Республикинчи хăйĕн халăх штабĕн ертÿçи пулма шаннă.

Курнăçăва ЧР пурлăх тата çĕр хутшăнăвĕсен министрĕ С. Енилина, Чăваш Патшалăх Канашĕн Председателĕн çумĕ О. Мешков, район администрацийĕн пуçлăхĕ Н. Глухов, филиал директорĕ Л. Лялина тата ыттисем те хутшăннă.

Н. Гаврилов хăйĕн ĕç-хĕлĕпе паллаштарнă, Раççейĕн, республикăн тата вырăнти хăй тытăмлăхăн малашлăхри аталанăвĕн перспективи, мартăн 4-мĕшĕнче иртекен РФ Президенчĕн суйлавне хутшăнса тивĕçлĕ çыншăн сасăламалли пирки чарăнса тăнă. Çавăн пекех мероприятие хутшăнакансен ыйтăвĕсене хуравланă.

Раççей Геройĕ тата çÿлерех асăннă çынсем Патăрьелĕнчи “Паттăр” физкультурăпа спорт комплексĕнче ЧР тава тивĕçлĕ физкультурăпа спорт ĕçченĕн В. Семеновăн ячĕпе ирĕклĕ майпа кĕрешессипе иртнĕ ăмăртăва та çитсе курнă, унта хутшăнакансене ăшшăн саламланă.

(Хамăр корр.).

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика