АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Вăйлисем çĕнтереççĕ

08 февраля 2012 г.

Кÿкеçре ирĕклĕ майпа кĕрешес енĕпе 1995-1997 çулсенче çуралнă ачасем хушшинче Чăваш Республикин физкультурăпа спортăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ В. Смородинов парнисене çĕнсе илессишĕн ăмăрту иртрĕ. Унта 19 пĕрлештернĕ команда хутшăнчĕ. Хăйсен категорийĕсене И. Чемеровпа Н. Выросова пĕрремĕш, Р. Валитов, М. Хусеинов, Н. Горшков, А. Верликов, П. Гусев, М. Щукина, И. Белова призлă вырăнсене йышăнчĕç. Ăмăртăва ачасене “Паттăр” спорт шкулĕн тренер-преподавателĕсем И. Алеев, М. Зейнетдинов, А. Клементьев, А. Камалетдинов, В. Анюров хатĕрленĕ.

х х х

Кÿршĕллĕ Комсомольскинчи Анат Тимĕрчкассинче район депутачĕсен Пухăвĕн депутачĕн А. Капитоновăн парнисене çĕнсе илессишĕн кĕрешекенсен ăмăртăвĕ иртрĕ. Унта çĕре яхăн ача хутшăнчĕ. 38 килограмлă кĕрешÿçĕсен хушшинче Н. Мылов (Пăлаçи Атăк) виççĕмĕш, 46 килограмлисенчен Н. Маркиданов, 63 килограмм таяканнисенчен А. Верликов, ытларах виçеллисенчен Д. Каллин (Патăрьелĕнчи пĕрремĕш вăтам шкул) пĕрремĕш, И. Горшков иккĕмĕш вырăнсене ( пурте Первомайскинчи вăтам шкулта вĕренеççĕ) йышăнчĕç, грамотăсене, медальсене, парнесене тивĕçрĕç.

А. ИВАНОВА.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика