08 февраля 2012 г.
Районти “Ăслăлăх. Пултарулăх. Аталану” фестиваль – конференци кăçал урăхларах иртрĕ. Ачасем пĕрремĕш тапхăрта хăйсен ĕçĕсемпе шкулта паллаштарчĕç. Чи пултаруллисем тĕпчевĕсене тĕрлĕ кустра хÿтĕлерĕç. Çĕнтерÿçĕсем вара Патăрьелĕнчи пĕр-ремĕш вăтам шкула пуçтарăнчĕç. Ют чĕлхепе хатĕрленĕ ĕçсем яланхи пекех интереслĕ пулчĕç. “Çĕршыв пĕлĕвĕ” секцинче Патăрьелĕнчи пĕрремĕш вăтам шкулта вĕренекен А. Маргинова (вĕрентекенĕ З. Чабатова) акăлчанла таса, ирĕклĕ, илемлĕ калаçнипе пурне те тыткăнларĕ. Маларах Алена республикăра аслă классенче вĕренекенсем хушшинче “Юношеская восьмерка в России 2012” конкурс çĕнтерÿçи пулнăччĕ.
Иккĕмĕш вырăна Нăрваш Шăхалĕнчи вăтам шкулти К. Митрофановăпа Лукьянова (вĕрентекенĕ Т. Митрофанова) йышăнчĕç. Хирти Пикшикри Д. Петров (вĕрентекенĕ Н. Петрова) – виççĕмĕш.
“Чĕлхе пĕлĕвĕ” секцинче комисси членĕсем пĕр шухăшлă пулса Аслă Чементи вăтам шкулти 9 класри М. Латышовăпа А. Тарасовăна пĕрремĕш вырăн пама йышăнчĕç.
Комисси председателĕ З. Чабатова лайăх ĕçсене хакланă май çитменлĕхсем çинче те чарăнса тăчĕ.
Н. КОШЕЛЕВА.