08 февраля 2012 г.
Патăрьел, Комсомольски, Шăмăршă, Елчĕк районĕсенчи чăваш чĕлхипе литературине, музыкăна, физкультурăна вĕрентекен учительсем, спорт организацийĕсенче ĕçлекенсем районта ирттернĕ семинарта “Çитĕнекен ăрăвăн патриотизм туйăмĕсене çуратас, вĕсене тăван çĕр-шыва, республикăна юратма хăнăхтарас” темăна сÿтсе яврĕç.
Унăн ĕçне республикăри вĕрентÿ, çамрăксен политика тата культура, национальноçсен ĕçĕсен, информаци политикин, архив ĕçĕн министерствисем, чăваш наци конгресĕн ертÿçисем йĕркелесе пычĕç. Семинарта педагогика наукисен кандидачĕ, чăваш наци конгресĕн ĕç тăвакан комитечĕн председателĕ К. Портнов, президенчĕ Г. Архипов, наци радиовĕн корреспонденчĕ, Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ артисчĕ В. Лукьянов докладсем турĕç. Вĕсенче патшалăх влаçĕн органĕсем, обществăлла организацисем, культура, вĕрентÿ, наука учрежденийĕсен ĕçченĕсем, пурте кучухнехи информаци технологийĕсене анлăн пурнăçа кĕртсе пынă май чăваш халăхĕн пуян традицине, чĕлхе тасалăхне, çырулăха малашне те упраса хăварассишĕн, наци культурин хăйнеевĕрлĕхне аталантарассишĕн ĕçлеме кирли çинчен каларĕç.
Кÿршĕллĕ район ĕçченĕсем шкулсенче чăваш чĕлхипе литературине, музыкăна вĕрентнĕ чухне тĕл пулакан проблемăсене палăртрĕç. Юлашкинчен пукане театрĕн артистки Елена Шуртупа пĕрле чăваш халăх юррисене юрларĕç.
А. ИВАНОВА.