08 февраля 2012 г.
Хĕл кунĕсенче ял çыннипушăрах – пахчара ĕçсем çук. Выльăх-чĕрлĕх пăхсан та каçĕ вăрăм-ха. Шăпах çакăн чухне культура çурчĕ еннелле ытларах утма тăрăшать халăх. Анчах районти кашни ялтах вĕсенче чуна кантарма пулать-и-ха; Çук, паллах. Акă, Вăтаелĕнчи кану çуртне куллен çăра хураллать. Концерт курас е пĕр-пĕр конкурса хутшăнас тесен, кÿршĕри (Туçара та культура çурчĕ çук) ялсене çитмелле. Çĕньялта та çакнашкал лару-тăру. Витене çаврăнма пуçланă культура çуртĕнче çил ачи вылять. Ăçта утмалла яш-кĕрĕмĕн;
Хирти Пикшикре те темиçе çул каяллах çакнашкал ÿкерчĕк пулнă. Культура çурчĕ хутăнман, кану вăхăтне кам мĕнле пĕлет, çапла ирттернĕ. Йăлăхса çитнĕ çакăнтан. Вара пуçаруçăсем тупăннă, ял халăхĕ çине тăрсах ĕçе пуçăннă.
– Республикăн яла комплекслă, компактлă туса тирпейлемелли программине хутшăнса проект тăратрăмăр. Унта çĕнтерсе 904 пин тенкĕ укçа выляса илтĕмĕр. Ял тăрăхĕн бюджетĕнчен 74 пин тенкĕ тупма май пулчĕ. Ушкăн сурать – кÿлĕ пулать, теççĕ. Халăхран 1500 пин тенкĕ пухăнчĕ, – каласа парать ял тăрăхĕн пуçлăхĕ З. Алигберов.
Çак кĕмĕлпе вара пăр вырăнтан хускалнă. Культура çурчĕн тăррине çĕнĕрен витнĕ, фойе тирпей-илем кÿнĕ, директор пÿлĕмне, гимнастика залне юсанă, ăшă янă, чÿречесене те 90 процентне улăштарнă. Залри пукансене çĕнетме Лениногорскинче пурăнакансем Ф. Халитов пулăшнă. Пăвари сатирăпа кулăш театрĕн коллективĕ (ертÿçи Р. Садриев) сценăна илемлетмешкĕн 100 пин тенкĕлĕх пулăшнă. Кĕсьерен курттăммăн кăларса парас вырăнне. Артистсем ял халăхне тÿлевлĕ концерт панă.
Культура аталанăвĕпе библиотека тивĕçтерĕвĕн центрĕн ĕçченĕсем сывласа янă тимлĕх. Кĕрхи бал ирттернĕ. Халăх театрне çĕнĕрен чĕртнĕ. Халĕ вырăнти артистсем “Кызлар капканы” спектакле сцена çине кăларса хатĕрлеççĕ. Спортзал та хупă тăмасть. Ятарлă тренер тытса секцисен ĕçне йĕркелесе ярасшăн. Волейболла, баскетболла выляса ялсем хушшинче турнир ирттерме палăртнă.
Центр ĕçченĕсем юрра-ташша ăста. Çĕнетсе хатĕрленĕ программăллă концертпа вĕсем кÿршĕ ялсене те тухса çÿресшĕн.
– Кирли нумай. Сцена çине тухмалли костюмсене çĕнетмелле. Музыка аппаратури кивĕ. Ертÿçĕсен, ял халăхĕн пулăшăвĕпе çакăн чухлĕ тунăран вĕсем патне те алă çитерĕпĕр-ха, – теççĕ центр ĕçченĕсем.
Шухăшĕсене ырламалла. Хусантан килекен артистсен концертне укçалла кăтартнипех лăпланса ларасшăн мар вĕсем. Хăйсем те тÿлевлĕ ташă каçĕсем, уяв концерчĕсем йĕркелесе пĕчĕкрех те пулин шăтăк-çурăка сапламашкăн укçа пухасшăн.
А. АСТРАХАНЦЕВА.