АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Инвалидсене те ĕç кирлĕ

08 февраля 2012 г.

Районти халăха ĕçпе тивĕçтерекен центрта Чăваш Республики пĕлтĕрхи ноябрĕн 25-мĕшĕнче кăларнă “Инвалидсене ĕç вырăнĕ тупса парасси” саккуна пурнăçа кĕртессипе иртнĕ эрнере канашлу пулнă. Унта райадминистрацин ял хуçалăх, экологи, экономика, çĕр тата пурлăх хутшăнăвĕсен пай начальникĕн çумĕ Г. Иванова, Турханти психоневрологи интерначĕн директорĕ А. Бабаев, Раççей Федераци ШĔМĕн районсем хушшинчи “Батыревский” уйрăм начальникĕ С. Измуков, Раççейри инвалидсен районти уйрăмĕн председателĕ Н. Лепешкин, районти прокурорăн аслă пулăшуçи В. Путяков, Патăрьелĕнчи тĕп больницăн тĕп врачĕ Н. Тинюков, “Труд”, “Красное знамя” хуçалăхсен ертÿçисем, Па-тăрьел райпо председателĕ П. Перепелкин хутшăннă.

Канашлура районти халăха ĕçпе тивĕçтерекен центр директорĕ Г. Афа-насьев инвалидсене вăй хумалли ĕç вырăнĕ тупса парасси пирки калакан саккун çинче чарăнса тăнă, унти условисемпе паллаштарнă. Организаци ертÿçисен тĕллевлĕ программăпа усă курса сывлăх енчен хавшакраххисене ĕçпе тивĕçтерессине, предприятинче кирлĕ профессине ĕçпе тивĕçтерекен центр урлă вĕрентессине сÿтсе явнă.

(Хамăр корр.).

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика