АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çĕнĕрен ĕç вĕрет

04 февраля 2012 г.

«Южное» сысна комплексĕ иртнĕ ĕмĕрĕн 90-мĕш çулĕсенчи ахăр саманана пула саланса кайрĕ. Каярахпа унтан стенисемпе тăррисем çеç тăрса юлчĕç.

Вăл тепĕр хут ĕçлесе каясси пирки калаçма тытăнсан та никамах ĕненесшĕн пулмарĕ. Салатма кăна çур талăк кирлĕ çав. Тума тытăнсан, çулсене шутламалла. Вăхăчĕ самаях иртрĕ пулин те вăл хута кайрех. Ку районшăн кăна мар, республикăшăн та пысăк пĕлтерĕшлĕ пулчĕ.

Сыснасен пĕрремĕш ушкăнне “Южный” предприяти пĕлтĕрхи ноябрĕн 28-мĕшĕнче йышăнчĕ. Кун пирки хаçатра та çырнăччĕ, чăваш телевиденийĕ те кăтартнăччĕ. Унтанпа кунти пурнăçпа халăх кăсăклансах тăрать.

– Паяна фермăра 680 пуç сысна: 660 амапа 20 пуç аçа. Амасен ăрачĕ – шурă-пысăк, аçасен – дюрок, боди. Вĕсене Орел хулинчи селекципе гибрид центрĕнчен виçĕ партипе илсе килчĕç. Çак уйăхра тата 240 пуç, мартра тепĕр 150 пуç сысна хутшăнмалла, – пĕлтерчĕ предприяти директорĕ Юрий Кошкин.

Пурте килсе çитсен 1050 пуç ама тата 20 аçа пулмалла. Амасене йăхнине тата çăвăрланине кура суйламалăх пултăр тесе ытларах та илсе килме палăртнă. Пĕтĕмпех йĕркеленсе кайсан 950 тăрса юлмалла. Хальхи вăхăтра кунта 60 амана йăхтарассипе тимлеççĕ.

–Селекципе гибрид центрĕпе çыхăнсах тăратпăр. Мĕн те пулин ăнланманни, çитменлĕх пулсан е йывăрлăх тухсан тÿрех унта пĕлтеретпĕр. Пирĕн ĕçре пĕр пĕчĕк кăлтăк та кăтартусене витĕм кÿрет, – тет Юрий Геннадьевич.

Сыснасене ятарлă технологипе ÿстереççĕ. Вăл 7 пайран тăрать. Туяннă сыснасене карантина хупаççĕ, унтан тухнисене йăхтарма хатĕрлеççĕ. Йăхнă хыççăн тепĕр уйрăма куçараççĕ, кунта вĕсем çăвăрличчен темиçе кун юличченех тăраççĕ. Кайран çурасене амăшĕ çумĕнче пĕр уйăх тытнă хыççăн мăнтăрлатма хупаççĕ. Выльăхăн чĕрĕ виçи 116 килограма çитсен (тăватă уйăх çурă хушшинче) какая ăсатаççĕ. Кашни уйрăмра мĕн çитермеллине, чир-чĕртен сыхланса хăçан тата мĕнле препаратпа профилактика тумаллине веçех палăртнă.

Фермăна малтанхи комплекспа танлаштармалли те çук, теççĕ унччен ĕçлесе курнисем. Кунта пĕтĕм ĕçе механизациленĕ. Испанинче “Cavenco” фирма кăларнă оборудованисене вырнаçтарнă. Микроклимата, апат парассине, ăшша – веçех компьютер тĕрĕслесе тăрать. Сысна амисем пĕтĕленнине пăхма УЗИ пур. Тислĕке те алăпа кăларса нушаланмалла мар: ăна шывпа юхтара тасатса илеççĕ. Ĕçлеме условисем лайăх. Малашне тата аванрах пулмалла. Çăвăнса тасалма душ кабинечĕсене туса пĕтернĕ, усă курма тытăннă.

Çĕнĕлĕхсене пурнăçа кĕртес тĕллевпе Ю.Кошкин хăй те сахал мар тăрăшнă. Çĕрпÿ районĕнчи “Авангард” хуçалăхра, Орелта, Тутарстанри “Камский бекон” фермăра тата ытти çĕрте пулнă, вĕсен ĕçĕ-хĕлĕпе паллашнă. Пирĕн тăрăхра Испани технологийĕпе тимлекенсем çуккипе тĕп специалистсенчен хăшĕ-пĕрне урăх регионсенчен илме тивнĕ. Çавăн пекех хамăр районта пурăнакансем те кунта ĕç тупнă. Халь пурĕ 17 çын вăй хурать. Ферма аталанса пынăçем йыш тата пысăкланмалла: 40е çитмелле.

Выльăхсене типĕ апатпа тăрантараççĕ. Паян комбикорма Тутар республикинчи Çĕпрел районĕнчен турттараççĕ. Çак уйăхра Улатăртан илсе килме тытăнмалла.

“Южный” фермăн малашлăхри планĕсем пысăк. Вĕсенчен пĕри – амасене йăхтарма вăрлăх хатĕрлеме пуçăнасси. Ăна валли условисем пур. Хакĕ те пĕчĕкрех пулĕ. О.ПАВЛОВА.

Общество

Борьба с преступностью, предупреждение и пресечение правонарушений

Çын вилсен вăхăт хăвăрт шунине асăрхатпăр. Пытарнă кăначчĕ – çирĕм кунĕ, хĕрĕх кунĕ...Ак, çур çулĕ те çитет, çулталăк...

Тинтерех пек çеç-ха Сăкăтра пурăннă хаклă тусăмăра, шкул директорне, музыканта, республикăри Митта Ваçлей премийĕн лауреатне Игорь Ильич Медведева чăн çĕре ăсатни. Ав, виç çул та сисĕнмесĕр иртрĕ. Хĕллехи Микула хыççăн тепĕр кунне тăванĕсемпе тус-юлташĕсем пĕрле пуçтарăнчĕç, çывăх çыннăмăра асăнса пĕлĕм çирĕç, ĕлĕкхи йăлапа чунне масар çинчен илсе килсе каялла ăсатрĕç. Раштав типпи тухсан тата Çĕнĕ çулпа кăшарни иртсен вара республикăри электрон тата кино документацийĕн архивĕн директорĕ( Игорь Ильичăн аслă пиччĕшĕ) Николай Ильич пуçарнипе Сăкăтри культура çуртĕнче И.И.Медведевăн асăну каçне ирттерчĕç. Пытарар мар, кăчухне халăх клуба пит çÿресе каймасть, чаплă спектакль пулать тесен те çынна килтен йыхăрса кăларма йывăр. Хальхинче вара пысăк зал лăк туллиехчĕ. Çакă хăйех ял-йыш Игорь Ильича чун-чĕререн хисепленине кăтартать.

И.И.Медведев 1964 çулхи сентябрĕн 16-мĕ-шĕнче çуралнă. Вăтам шкул пĕтернĕ хыççăн пурнăç çулне вăрах шыраса хăшкăлман, маларах музыка шкулне çÿресе юрă-кĕвĕ вăрттăнлăхĕсене алла илнĕскер, аслă пиччĕш такăрлатнă сукмак çине тăнă: Шупашкарти педагогика институчĕн музыка факультетне çул тытнă. Çулталăкран ăна çакăнтанах салтак тумне тăхăнтартса çара илнĕ. Икĕ çупа икĕ хĕл те унăн ĕмĕтне татайман; каялла таврăнса вĕренĕве малалла тăсать, лайăх паллăсемпе пĕтерсе музыкант дипломне илет. Çапла тĕпкĕче юлнă каччă тăван яла таврăнать, вăтам шкулта ачасене юрлама хăнăхтарма пуçлать. Пултаруллă педагога районта та асăрхаççĕ, хайхи музыка шкулĕнче те ĕçлеме сĕнеççĕ. Çакă та çи-телĕксĕр ăна. Вăл тăрăшсах ялти таврари паллă хор ĕçне çĕнĕ варкăш кĕртет. 1995 çулта тăватă сасăпа юрлакан художество пултарулăх коллективĕ хăйĕн çур ĕмĕрлĕ историйĕнче пĕрремĕш хут “Халăх хорĕ” ята тивĕçет.

2001 çулта Игорь Ильича тата пысăк тивĕç шанчĕç – Сăкăтри вăтам шкул директорĕ пулма çирĕплетрĕç. Ай-яй йывăр вăхăт лекрĕ ун чухне ăна лава туртма. Самани саккăрла çаптарать, укçа-тенкĕ куллен йÿнелет. Те шалу памалла пуррипе, те патшалăх учрежденийĕн шăтăк-çурăкне сапламалла, те вĕренÿпе воспитани процесне йĕркелемелле. Çапах пуçа усмарĕ хастар чăваш. Тем пек йывăрлăхсем сиксе тухсан та ик хутлă çурта çут çанталăк газĕпе ăшăтма майлаштарчĕ, пăрăх системине çĕнетрĕ... Çĕнĕ шкул никĕсне ярас тесе мĕн чухлĕ ăшталанмарĕ пулĕ тата! Проекчĕсем хăйсем пиншер те пиншер тенкĕ тăраççĕ. Вĕсене тĕрлĕ органсенче пăхса тухса çирĕплетесси чĕр вилĕм. Пĕр çĕре çитмелле те тепĕр пуçлăх патĕнче пуçа таймалла...

Шел, хăй сывлăхне уя-масăр тата вăхăта пăхмасăр чупнин-çÿренин çимĕçне кураймарĕ директор. Анчах сая каймарĕ тăрăшни– 2010 çулта Сăкăтра халиччен курман хăвăртлăхпа, тăхăр уйăх хушшинче, ял варринче виçĕ хутлă кермен çĕкленсе ларчĕ. Тĕнче курнă çынсем ун пек шкул тĕп хулара та сайра иккенне çирĕплетеççĕ. Унта халь тесен халь 320 ача парттă хушшине ларма пултарать.

Çак хушăрах Игорь Ильич пултарулăх енĕпе тар тăкма та меслет тупнă. Кĕвĕ хыççăн кĕвĕ çырнă вăл ерçÿ тупса. Юррисем хăй пурăннă чухнех халăх çине тухса анлăн сарăлма ĕлкĕрнĕччĕ. П.Афанасьев, Н.Изедеркина, В.Давыдов-Анатри, Л.Сорокина, Р.Сарпи сăмахĕсемпе кĕвĕленĕ “Мĕн çитет аннене”, “Кил эс, Çĕнĕ çул”, “Çу çумăр”, “Ан манса кай”, “Хĕвел çаврăнăш”, “Çăлтăрăм” юрăсене паян та ватăпа вĕтĕ кăмăлласа юрлать. Хăшĕ-пĕри вара халăх юрри шайне çитрĕ. Вĕсене чăваш эстрада çăлтăрĕсем Стас Владимиров, Сергей Павлов, Катя Голубева шăрантараççĕ.

Пурăннă чухне çамрăкла леш тĕнчене каясса кам шутлать! Пĕр тĕркеме пухса пыман опуссене композитор. Çапах та хутсем хушшинче пиччĕшĕ вăтăр ытла хатĕр юрă шыраса тупма пултарнă. Пуçласа хунисем, якатса çитерменнисем тата мĕн чухлĕ! Николай Ильич та маттур. Тăван тăварпа пиçнĕ тесе ахальтен каламан-тăр. Шăллĕ вилнĕренпе виçĕ çул çитнĕ тĕле вăл хăй вăйĕпе “Ман килес” ятлă диск кăларнă. Унта вунă юррине кĕртнĕ. Саккăрăшне маларах асăннă Стас Владимиров шăрантарать.

Концерт Игорь Ильич Медведев кĕвĕленĕ юрăсемпе иртрĕ. Сцена çине тухса Чăваш республикин тава тивĕçлĕ артисчĕсем Зоя Лисицинапа Тамара Гурьева, Стас Владимиров, Игорь Ильичăн вăрентекенĕ, Чăваш патшалăх педагогика университечĕн музыка факультечĕн кафедра пуçлăхĕ Петр Васильев, Аврам Бурундуков композитор вăхăтсăр пурнăçран уйрăлнă юлташăмăр пирки хăйсен аса илĕвĕсемпе паллаштарчĕç, пысăк хавхаланупа пухăннă халăха юрласа савăнтарчĕç.

Асăну каçне район администрацийĕн пуçлăхĕ Николай Глухов, районти культурăпа искусство çыннисем, шкулсен директорĕсен пĕр ушкăнĕ,çак йĕркесен авторĕ, çавăн пекех вырăнти тĕрлĕ ертÿçĕсем, çав шутра “Красное знамя” кооператив председателĕ, ЧР Патшалăх Канашĕн депутачĕ Петр Никифоров, Сăкăт ял пуçлăхĕ Сергей Толстов, ытти тус-юлташĕсем, тăванĕсем хутшăнчĕç, аса илсе ăшă сăмахсем каларĕç. Кашниех çакна палăртрĕ; “Игорь Ильич–Çÿл тÿпери йăлтăр çăлтăр!”

Николай ЛАРИОНОВ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика