04 февраля 2012 г.
Пĕлтĕр пирĕн районта 36 пушар пулнă. Кĕтмен инкекре 1602830 тенкĕлĕх пурлăх çунса кĕлленнĕ. Вут-çулăмра 10 çурт юрăхсăра тухнă, 16-шĕ сиенленнĕ, пĕр çыннăн пурнăçĕ вăхăтсăр татăлнă.
Инкекĕ пĕрешкел, анчах сăлтавĕ тĕрлĕрен. Ытларах кил хуçасем электрооборудованипе усă курнă чухне асăрханусăр пулнăран хур курнă. Юсавсăр кăмакаран, çын тивертнипе пушар тухнă тĕслĕхсем те пур. Вăрăм алăллă вут çулталăкăн кирек хăш вăхăтĕнче те ĕмĕрĕпе пуçтарнă пурлăха туххăмрах кĕл купине çавăрать. Çавăнпа та электроприборсене, газ хатĕрĕсене, кăмакасене сÿнтермесĕр ниçта та каймалла мар. Ачасене те инкек пуласран асăрхаттарсах тăмалла, шăрпăка вĕсен алли çитмелли вырăна ан хурăр. Вутпа пулакан пăтăрмах куçа курăнса килмест пулин те ăна парăнтарма яланах хатĕр тăмалла.
Çулталăк вĕçлениччен районта “Пурăнмалли çурт-йĕр” операцин иккĕмĕш тапхăрĕ иртрĕ. Çак вăхăтра пушар хуралĕн, ВДПО ĕçченĕсем пурăнакан çуртсенче çынсем пушар хăрушсăрлăх йĕркисене мĕнле пăхăннине тĕрĕс-ленĕ. Ытларах пĕччен пурăнакан ватăсем, нумай ачаллă, ĕçкĕ-çикĕпе ашкăнакан çемьесем патне çитме тăрăшнă. 2011 çулта 6638 хуçалăха тĕрĕсленĕ, 17286 çынпа профилактика калаçăвĕ ирттернĕ.
Пĕлтĕр пушарпа çы-хăннă ĕçсене тишкерсе пăхса тухнă хыççăн административлă право йĕркине пăснипе çыхăннă 98 постановлени çырнă, тивĕçлисене штраф панă. Вăл шутра уйрăм граждансемпе 46, должноçри çынсемпе 49, саккунлă хуçасемпе 3 тĕслĕх. Иртнĕ çултан пуçласа пушар хăрушсăрлăх йĕркине пăхăнманшăн паракан штраф та ÿсрĕ. Унччен вăл 1000 тенкĕ пулнă, халĕ вара 6000 тенкĕ.
А. КЛЯЖЕВ,
районти пушар хуралĕн дознователĕ.