11 февраля 2012 г.
Раççей Федерацийĕн Президентне суйламалли кун çывхарнăçемĕн çывхарса пырать. Патăрьел территори суйлав комиссийĕ районта пурăнакан кашни çын суйлав правипе туллин усă куртăр тесе тимлет. Çак тĕллевпех январĕн 18-мĕшĕнчен пуçласа кунта ирĕклĕ сасăлав правиллĕ удостоверенисем (открепительное удостоверение) пама пуçланă. Енчен те кам та пулин тĕрлĕ сăлтавпа списока кĕртнĕ суйлав участокне çитеймесен, маларах ирĕклĕ сасăлав удостоверенине илсе хумалла. Унпа вара Раççейĕн кирек хăш кĕтесĕнче те сасăлама май пур. Патăрьелĕнчи ТСКра çакнашкал удостоверенисене февралĕн 12-мĕ-шĕччен илме май пур. Февралĕн 13-мĕшĕнчен пуçласа мартăн 3-мĕшĕччен вара сасăлав удостоверенийĕсене хăвăра суйлав списокне кĕртнĕ участоксенче парĕç.
Çакна та палăртса хăвармалла: 18 çул тултарнă кашни гражданинах çакнашкал ирĕкпе усă курма пултарать. Иртнĕ çулхи декабрĕн 4-мĕшĕнчи суйлавра, сăмахран, мĕн пурĕ çакнашкал йĕркепе 1281 çын усă курнă. Вăл шутра территори суйлав комиссийĕнчен 38 гражданин хăйĕн правипе усă курса удостоверени илнĕ. Мартăн 4-мĕшĕнчи суйлава хутшăнма вара ТСКран ку таранччен сасăлав правиллĕ 105 удостоверени панă. Вĕсем Раççей Федерацийĕн территоринче çирĕп отчетлă документ шутланаççĕ.
А. НИКОЛАЕВА.