АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Йыш ÿсет

11 февраля 2012 г.

Патăрьел районĕ юлашки çулсенче вĕлле хурчĕсене усрассипе аван ĕçлет. Пĕлтĕр “ылтăн хуртсен” çемйи 4500-е çитрĕ. Вĕсене ĕрчетес текенсем татах та пур-ха. Вăй хунине кура кăтартăвĕсем те савăнтараççĕ. Иртнĕ çул пĕр вĕллерен вăтамран сутлăх 20 килограмм пыл юхтарнă. Турханти В. Осиповăн, Анат Тăрмăшри С. Фоминăн, Патăрьелĕнчи А. Леонтьевăн ĕç тухăçлăхĕ тата та пысăкрах.

Сивĕ кунсем тăраççĕ пулсан та хуртсене тимлĕх уйăрсах тăмалла, унсăрăн тупăш пирки шухăшламалли те çук.

– Вĕлле хурчĕсемшĕн хĕл-лен иккĕмĕш тапхăрĕ пуçланчĕ. Вĕсемшĕн вăл йывăрри шутланать. Шăпах халь чăмăртанса ларнă вырăна канди хурса памалла. Çак препаратра ноземат пур, вăл ăш-чиккине лайăх ĕçлеттерсе яма пулăшать. Унсăрăн пыл паракансемсĕр тăрса юлас хăрушлăх пысăк, – тет кăнтăр районĕсемпе ĕçлекен хурт-хăмăр ăсти Н. Пирожков.

(Хамăр корр.).

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика