11 февраля 2012 г.
ЧР сывлăх сыхлавĕпе социаллă аталану министерстви ялта ĕçлесе пурăнма кăмăл тăвакан тухтăрсенчен 62 заявлени йышăннă. Вĕсенчен 23-шĕ иртнĕ çул республикăри тĕрлĕ яла ĕçе вырнаçнă. Паянхи кун Патăрьел, Шупашкар, Çĕмĕрле, Элĕк, Хĕрлĕ Чутай, Елчĕк, Йĕпреç, Етĕрне районĕсене ĕçлеме каяс текенсем пур. Çавăн пекех Чăваш Енре çуралса ÿснĕ, халĕ республика тулашĕнче пурăнакан, сывлăх сыхлавĕн пайăр секторĕнче вăй хуракан çамрăк врачсенчен те заявкăсем килме пуçланă.
“Земство врачĕ” программăна хутшăнакансем миллион тенке тивĕçĕç. Патшалăх пулăшăвне илнĕскерсен ял больницинче пилĕк çултан кая мар ĕçлемелле. Вĕсем 35 çула çитмен çынсем пулмалла. Специалистсем укçа-тенкĕпе пурăнмалли çурт-йĕр тата кулленхи пурнăçри ыйтусене татса пама пултарĕç.
Республикăри сывлăх сыхлавĕн тытăмĕнче халĕ 5 пин ытла тухтăр, медицинăн 13 пин ытти ĕçченĕ вăй хурать. Кадрсем çитменни – 19,2 процент. Çакă юлашки 5-7 çулта тивĕçлĕ канăва тухакан врачсен йышĕ ÿснипе, специалистсем ют регионсене ĕçлеме вырнаçнипе çыхăннă. Паянхи кун районсенчи тĕп больницăсем 240 тухтăра кĕтеççĕ.
Кăçал яла ĕçлеме каякан аслă пĕлÿллĕ врачсенчен заявкăсем йышăнасси вĕçленмен-ха.
Валентина ПЕТРОВА.