АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » 2011 çул çынни ячĕпе – ăшпиллĕ сăмахсем

15 февраля 2012 г.

ВУНПИЛĔК çул каялла районта тухса тăракан “Авангард” хаçат редакцийĕнче “Çулталăк çынни” конкурс старт илчĕ. Ун чухне вулакансем Ленин ячĕллĕ çĕр ĕç фирмин ертÿçи Алексей Хитров хастарăн пултарулăхне пысăка хурса хакларĕç. Кайран та вăл çултан-çулах вăй илчĕ, тивĕçлĕ çынсен ячĕсем хушăнсах пычĕç.

Пĕлтĕр “турнир” унчченхилле çĕнĕрен çунатланчĕ. Хальхинче вара “Çулталăк çыннисен” ушкăнне районти ветеринари станцийĕн начальникĕ Петр Ефимов танлăн утса кĕчĕ. Çĕршер çын, вуншар коллектив унăн ĕçне хакласа ăшпиллĕ сăмахсем çырчĕç. Ăна алă тытса саламланă ларура та вĕсем нумай янăрарĕç. Район администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕ М. Калмыков, район пуçлăхĕн çумĕ – П. Перепелкин, ЧПУ филиалĕн директорĕ Л. Лялина тата ытти хăнасем те Петр Ильичшăн савăнчĕç, пĕрлех хаçат ĕçченĕсене район пичечĕн кунĕ ячĕпе саламласа калем ĕçĕнче ăнăçу сунчĕç.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика