15 февраля 2012 г.
ПУШАР вăрă çеç те мар. Вăрăм алăллăскер, урса кайсан нимĕн те хăвармасть. Ун пек инкек-синкекрен Турă сиртĕрех. Çапла пултăр тесен хамăрăн ытларах асăрханмалла та çав...
Иртнĕ эрнере, ытларикун çурçĕр иртсен Сăкăтра Ванинсен килĕнче сасартăк вут алхасма пуçланă. Пурте тутлă ыйхăра чухне тĕтĕм серепинчен те хăтăлса тухаймăн. Пушарăн сăлтавĕ – кăмакари çулăм çулĕ юсавсăрри. Инкекре пин-пин тенкĕлĕх пурлăх кăмрăкпа кĕле куçнă. Юрать-ха, кил-хуçи çуртне страхланă. Вăл та тăкаксене саплаштарма пулăш.
Районта пушарниксем кăçал тăваттăмĕш хут вутпа куçа-куçăн тупăшрĕç. Виçĕмкун ирхине каллех хĕрлĕ машинăсем Пăлакассине Комаровсем патне васканă... Сăлтавĕ паллă мар-ха.