15 февраля 2012 г.
Нарăс уйăхĕн 23-мĕ-шĕнче пĕтĕм халăх Тăван çĕр-шывăн шанчăклă хÿ-тĕлевçисене чыслать. Çак пысăк уяв умĕн Çĕнĕ Ахпÿрт шкулĕнче нумай мероприяти палăртнă. Вĕсенчен пĕри – спецназ ветеранĕпе Александр Мингалевпа тĕл-пулу йĕркелени. Вăл хăй çырнă юрăсемпе Чечен вăрçин тискерлĕхне, çĕр-шыв хуралĕнче тăракан паттăр салтаксен сăнарне шкул ачисемпе учительсем патне çитерчĕ. Хÿтĕлевçĕсем çын çÿремен шурлăхра, кайăк ларман ту хысакĕнче, кашкăр кĕмен вăрман чăтлăхĕнче вăрă-хураха çунтарнă. Усал вăя хирĕç ăслă вăй кирлĕ. Çак пил яланах пирĕн асра.
Александр Егорович хăюлăх, хастарлăхпа паттăрлăх урокĕ ирттерни паянхи çамрăк ăрушăн питĕ кирлĕ.
Тăван çĕр-шывăн аслă вăрçинче юн тăкнисене, Чечен Республикинче, Афганистанра пулнă воинсемпе Конституци тивĕçне пурнăçлакансене пуç тайса çапла калатпăр: “Паттăрсен ĕçне-хĕлне нихăçан та манмастпăр, ăна хамăр хастарлăхпа пуянлатса пыратпăр”.
А. БАХМАТОВА,
шкул директорĕ.