15 февраля 2012 г.
Хĕлĕн юлашки уйăхĕ шатăр сивĕпе палăрать пулин те вăл районта пурăнакансене “Раççей йĕлтĕр йĕрĕ – 2012” массăллă чупăва хутшăнма пысăк чăрмавах кÿмерĕ. Нарăсăн 12-мĕшĕнче хĕвел ăшшинче çанталăк çемçелнипе усă курса йĕлтĕр йĕрĕ çине 3300 çын тăчĕ. Йĕлтĕр сыракансем хушшинче çамрăкки те, ватти те пулчĕ.
Патăрьелĕнчи “Паттăр” стадионти уява хутшăнакансене район администрацийĕн пуçлăхĕ Николай Глухов, республикăри пурлăх тата çĕр хутшăнăвĕсен министрĕ Светлана Енилина, ачасемпе çамрăксен спорт шкулĕн директорĕ Алексей Краснов саламларĕç.
Пуçласа старта Патăрьелĕнчи пĕрремĕш тата иккĕмĕш вăтам шкулсенчи пуçламăш классенчи вĕренекенсем тăчĕç. Арçын ачасем хушшинче Сергей Силюков, Александр Лялин, Анатолий Румянцев, хĕрачасенчен Жанна Сафьянова, Мария Сейфуллина, Лена Краснова çĕнтерÿçĕсем пулчĕç.
Виççĕмĕш – тăваттăмĕш классенче вĕренекенсен ушкăнĕ пысăкрах пулчĕ. Вĕсем пĕр çухрăмлă дистанцие тухрĕç. Финиша малтан Иван Веревкин, Николай Маркиданов, Даниил Попов кĕчĕç. Хĕрачасенчен Татьяна Мулендеева ыттисене самай хыçала хăварчĕ. Иккĕмĕш-виç-çĕмĕш вырăнсене Маша Кальметовăпа Полина Фролова йышăнчĕç.
Аслăраххисен чупăвне пăхма тата кăмăллăрах пулчĕ. Хĕрарăмсенчен финиша республикăн пурлăх тата çĕр хутшăнăвĕсен министрĕ Светлана Енилина çăмăллăн тата чи малтан кĕчĕ. Районти халăхăн социаллă ыйтăвĕсене тивĕçтерекен центр директорĕ Татьяна Малинина та кăтартуллисен йышĕнче. Арçынсенчен район администрацийĕн пуçлăхĕ Николай Глухов, райпо председателĕ Петр Перепелкин лайăх кăтартусемпе палăрчĕç.
Ертÿçĕсем хыççăн старта 5-7, 8-9, 10-11 классенче вĕренекенсем тăчĕç.
Сывă пурнăç йĕркине пăхăнни райпори Наталья Кузьминапа тĕп больницăри Лилия Афанасьевăна, социаллă тивĕçтерÿ центрĕнчи Людмила Базманкинăна йĕлтĕр йĕрĕ çине тăрса ăсталăхне кăтартма май пачĕ. Райпо представителĕ Александр Кузьмин, перекет банкĕн йĕлтĕрçисем Эдуард Лепешкинпа Рустем Ялалетдинов та хăйсен чупăвĕнче малтисем пулчĕç.
Старта ветерансем тăнине ырламалла. Çулĕпе те, чунĕпе те ан ватăлччăр вĕсем. Геннадий Осипов, Николай Григорьев, Олег Тестов, Лилия Афанасьева, Альбина Албутова, Надежда Мефодьева шăпах çакна çирĕплетрĕç те. Чупури “Чи аслă участник” ята “Паттăр” спорт шкулти Николай Паймуллин тренер, “Чи çамрăк йĕлтĕрçĕ” ята Патăрьелĕнчи пĕрремĕш вăтам шкулти пĕрремĕш класри Лена Краснова тивĕçрĕç. Мероприятие Патăрьелĕнчи пĕрремĕш вăтам шкулпа шалти ĕçсен “Батыревский” муниципаллă пайĕн коллективĕсем пысăк йышпа тухнине те палăртмалла. Вĕсем дипломсемпе пылак çимĕçсене тивĕçрĕç. Ытти çĕнтерÿçĕсем те грамотăсемпе асăнмалăх парнеллĕ пулчĕç. Йĕлтĕр йĕрĕ çине тăнисене районти культурăпа кану центрĕн ĕçченĕсем савăк юрăсемпе савăнтарчĕç, обществăлла апатлану предприятийĕнче вăй хуракансем вĕри чейпе сăйларĕç.
А. АСТРАХАНЦЕВА.