15 февраля 2012 г.
Раççей гражданинĕшĕн паспорт – тĕп документ. Вăл çынна кĕскен хак паракан хаклă хут. Çавăнпа та ăна тирпейлĕ тытса тăмалла çеç мар, РФ ШĔМĕн приказĕпе ки-лĕшÿллĕн кăларнă инструкципе вăхăтра илес, улăштарас, тирпейлĕ упрас йĕркесене те çирĕп хăнăхмалла. Тĕрлĕрен сăлтавпа çĕнĕ паспорт илмелли гражданинсен миграци службин территори подразделенине килсе вăхăтра заявлени çырмалла. Унсăрăн, сакунпа килĕшÿллĕн, айăплисен ĕç укçин 15-25 вăтам калăпăшĕ чухлĕ (1,5-2,5 пин тенкĕ) штраф тÿлеме тивет.
14 çул тултарнă каччă е хĕр пуçласа Раççей гражданинĕ пулнине ĕнентерекен документа алла илет. Ун хыççăн ăна 20, 45 çулсенче улăштармалла. Юлашкинчен вара ăна яланлăхах параççĕ.
Паспорта çул çитнипе çеç мар, ятпа хушамата е ашшĕ ятне урăхлатсан та, вăл кивелсе юрăхсăра тухсан, ун çинче çырса пĕтерменни е йăнăш пулсан та çĕнетмелле. Çак тĕллевпе документсемпе сăн ÿкерчĕксене çуралнă кун е лару-тăру хыççăн 30 кунран кая юлмасăр полицин паспорт сĕтелĕн уйрăмне тăратмалла.
Граждансен паспортпа çыхăннă тепĕр йĕркене те çирĕп пăхăнмалла: вырăна çитсен вăхăтра регистрациленмелле е регистрацинчен тухмалла. Çакă суйлав тапхăрĕнче пушшех те пĕлтерĕшлĕ. Хамăрăн малашлăхшăн паракан кашни сасă витĕмлĕ те, пĕлтерĕшлĕ те пултăр.
В. МЫШОВ,
миграци службин Патăрьел территори подразделенийĕн начальникĕн тивĕçĕсене туса пыраканĕ.