15 февраля 2012 г.
Иртнĕ ĕмĕрĕн 30-40-мĕш çулĕсенче саманаран шар курса сăлтавсăр айăпланнă, суя элеке пула ячĕсене хăрăм пек хуратнă çынсем пирĕн районта пайтах. Вĕсене уйрăмшарăн та, çемйи-çемйипе те, тăван çĕр-шывран аякри-аякри лагерьсене, ссылкăсене вăйпа ăсатнă, пĕр ассăр çĕртен “халăх тăшманĕ”, “политикăна хирĕç каякан” тата ытти ята хунă. Чунсăрсем (çаплах хаклас килет ун чухнехи влаçрисене) пин-пин çыннăн чĕри айне чул çакса янă. Апăршасен çав йывăрăша вуншар çул йăтса çÿреме тивнĕ. Хирти Пикшикри Тагире Сафаиновна Молоткова та политика репрессине çакланнă çемье членĕ. Çулĕсем шултăраланнă пулин те пурнăç паллисем пичĕ çинче каçмалла мар “çыран” тĕрлемен-ха. Пĕрре пăхсан, хавхаланса сăвăсем çыракан хĕрарăма 85 çулта тесе те хаклаймăн. Ăшă кăмăллă та тарават асанне тăххăрмĕш теçеткере те хăйне питĕ тытма пĕлни тĕлĕнтерчĕ. Çапах та калаçу тĕллевĕ патне таврăнсан, ашшĕне килтен илсе тухса кайнине куç умне кăларса тăратма йывăр пулчĕ курăнать. Вунă çулхи хĕр ача вĕсене пурне те ас тăвать. “Мĕнрен пуçлам-ши; Вăл питĕ вăрăм истори-çке...”, – терĕ вăл ăшра капланнă сывлăшне тулалла кăларса.
1937 çул. Хĕр ачашăн çак кун суйлав пулнипе асра юлнă. Раштавăн 24-мĕшĕнче вĕсем патне ирпе-ирех палламан икĕ çын пырса кĕнĕ. Хăйсене мăнкăмăллă та пысăка хурса тыткалакансем тÿрех кил хуçине ыйтнă, суйлава каймаллине çирĕп асăрхаттарнă. Мăшăрĕ тăраймасăр, вырăнпах выртнине хăлхана та чикмен НКВД хÿрешкисем.
– Хăвăртрах! Тумлан! – пÿтсĕрле хăратнă хăйсене йĕрке тăватпăр тесе хак паракансем. “Шнель! Шнель!” тесе кăшкăрманни çеç юлнă. Калăн, çурта нимĕç фашисчĕсем арестлеме килсе кĕнĕ. Çапла вара ура çине тăрайми чирлĕ çынна – Сафа Мифтахутдинович Мифтахутдинова ÿппĕн-теппĕн лаша çине хунă та вĕçтере панă. Унпа пĕрлех ялти Айнетдин Кепечева, Зариф Талюсова та инçе-инçе выртакан нушаллă Çĕпĕр çулĕ кĕтнĕ. Аксакал ретне тăма хатĕрленекен 53-ри ултă ача ашшĕне çак юлташсемпе пĕрлех малтан пĕр уйăхлăха Çĕрпÿри тĕрмене, каярахпа Улатăра ăсатаççĕ. Унта чухне аслă ывăлĕсем темиçе хутчен те ашшĕне курма килнĕ, амăшĕн кучченеçне те парасшăн пулнă... Кăлăхах, кăсăруклисем мĕскĕн курăнакан хутаç çакнă ачасене йĕплĕ карта çывăхне те яман.
Йывăрлăха кĕрсе ÿкнĕ çын улăм пĕрчинчен те пулин çакланса юласшăн тенĕ евĕр, Мифтахутдиновсен çемйи Аслă суд кăштах та пулин шанăç парасса кĕтнĕ. Шел, вăл та пурнăçланайман, ĕмĕтленнĕ йăвари кайăкĕ çунатланнă-мĕн... Саккун саламачĕ сакăр вĕçлĕ тесе ахаль каламан çав пурăнса курнă ватăсем. Сафа бабая коллективлă хуçалăха кĕрессине хирĕç тăнă тесе вунă çуллăха Çĕпĕре ссылкăна ăсатнă. 1991 çулхи октябрĕн 18-мĕшĕнче политика репрессине лекнисен таса ятне каялла тавăрасси пирки РФ Саккунĕ вăя кĕнĕ хыççăн, ыттисем пекех Тагире аппа та ашшĕн шăпишĕн хыпăнса ÿкнĕ. Архиври хутсенчен вара çакă паллă. Тем сăлтавпа вĕсене малтан Карелине, Аслă вăрçă пуçлансан, лагерĕпех Вологда облаçне куçарнă. Вăрман кăларнă çĕрте нушалантарнă-мĕн йĕплĕ пралук леш енчисене. Тĕрме хапхи вара тĕрлĕрен: кĕнĕ чухне çеç сарлака, тухнă чухне питĕ хĕсĕк çав... Çакнашкаллисен инкек сăлтавне пурне те пĕр евĕр çырнă: “Выçăпа нушаланса вилнĕ...”
С. Мифтахутдинова куçран çухатнă хыççăн çемьен хура-шур курмалли тапхăр пуçланнă. Вĕсене пурте куç хÿрипе çеç пăхнă. Вăл çеç-и-ха; Кил-çуртри мĕн-пур пурлăхне, хуралтине, выльăх-чĕрлĕхне йăлтах арестлесе илсе кайнă. “Халăх тăшманĕн” членĕсене колхоза кĕрсен те ĕçлеттермен. Ăçта каймалла; Выçă хырăма мĕнпе улталамалла; Нуша Тагире аппана хутаç çактарнă. Пурăнас тесен – урăхла çул çук. Паттăрпа кĕрешме, пуянпа тавлашма хушман. Ун пек чухне хăвăн валли те шăтăк алтатăн...
Хирти Пикшикре пурăнакан политика репрессийĕн серепине çакланнă Т. Молоткова шурăмпуç çуталса килекен кунăмăршăн ырă Пÿлĕхçĕне тав туса ытти мĕнпур тăванĕсемпе пĕрлех юратнă ашшĕн канлĕхĕшĕн кашни кунах кĕл тăвать. Çакна вăл хăйĕн тивĕçĕ тесех шутлать.
Çак ялти Минебану Мевлетовна Алимован шăпи те Тагире аппанни евĕрлех. Анчах вăл ашшĕне ас тумасть. Икĕ эрнерех тăлăха юлнă хĕрача. Мевлет Хайртдинова кивçен 60 тенкĕ укçа парса тăманшăн аллисене çурăм хыçне хĕреслĕ хуртарнă-мĕн. Ку ĕç вара 1938 çулхи сентябрьте пулса иртнĕ. Абыйăн чунĕ Улатăр тĕрминче тухнă.
Еншикре пурăнакан А. Калмыкова та (Шалтынова) ашшĕн синкерлĕ шăпине хурланса аса илчĕ. Кун çути курма та ĕлкĕреймен хĕрача амăшĕн варĕнчех самана саламатне тутаннă темелле. 1937 çулхи декабрĕн 1-мĕшĕнче Мефодий Павловича влаç пирки пĕр-ик сăмах хăй шухăшне каланăшăн политикăна хирĕç каякансен йышне кĕртнĕ. Унăн саккунĕ тата кăрарах пулнă-ши; Виçĕ уйăхранах ăна персе пăрахнă. Амăшĕ, Мария Александровна, мĕн куçне хупичченех пĕр айăпсăр мăшăрĕ каялла таврăнасса ĕмĕтленнĕ. Анчах сĕт çулĕпе кайман ашшĕ çу çулĕпе килеймен
Паянхи куна пирĕн районта политика репрессине пула шар курса таса ячĕсене каялла тавăрнă 63 çын пурăнать. Вĕсен йышĕ çулран-çулах сайралать пулин те, историе çырăнса юлнă синкерлĕх халăх асĕнчен тухмĕ.
Альбина ЕГОРОВА.