15 февраля 2012 г.
Патăрьелĕнчи пĕрремĕш вăтам шкулти вуннăмĕш класра вĕренекен Ирина Федорова пур предметпа та тарăн пĕлÿ пухнипе палăрса тăрать. Шкулти олимпиадăсенче вăл пĕр хутчен çеç мар çĕнтерÿçĕ пулнă. Пĕлтĕр химипе, биологипе, вырăс чĕлхипе, литературипе, физкультурăпа иккĕмĕш, виççĕмĕш вырăнсене йышăннă, Федераци шайĕнчи биологи чемпионатĕнчен те дипломпа килчĕ. Хĕрачашăн спорт та çывăх: баскетболла тата волейболла выляса пĕр хутчен çеç мар класс, шкул, район чысне хÿтĕлеме хутшăннă.
Ирина тĕрлĕ конкурса явăçма вăхăт тупать. Казначейство 15 çул тултарнă май йĕркеленĕ ÿкерчĕксемпе, алă ĕçĕсемпе пĕрремĕш вырăн çĕнсе илнĕччĕ. Ачасен тата çамрăксен обществăлла пĕрлешĕвĕн “Манăн пуçару” республика конкурсне хутшăннăччĕ. “Ачасен ыркăмăллăх орденĕ – ДОМ” лидерĕ те, “Çамрăксем – сывă пурнăç йĕркишĕн” акцин тата волонтерсен юхăмĕн хастар хутшăнаканĕ те вăлах.
Хăйĕн тăрăшулăхне, ĕçе юратнине, юлташĕсен хисепне çĕнсе илнине пулах Иринăна çулленех класс старостине суйлаççĕ.
И. ТЕРЕНТЬЕВА.