АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Хавас юрă – чун уççи

15 февраля 2012 г.

Пăла шывĕ шăнкăртатни Кĕçĕн Арапуçĕнче çуралса ÿснĕ Людмилăна хаваслă кĕвĕ пулса хавхалантарнă, ял таврашĕнчи улăх-çаран, юратнă уй-хир, сенкер тÿпе, сăрт-айлăмсем тавралăх çине юрăç куçĕпе пăхма хистенĕ, таса та асамлă ĕмĕтсем вăратса куç умне тĕрлĕ сас-чĕв кăлара-кăлара тăратнă. Чун уççине малалла тăсма вара ăна Тикеше качча тухсан, Станислав Алексеевич мăшăрĕ те пулăшнă. Паян Алексеевсене чылайăшĕ пĕлеççĕ. Вĕсен çепĕç юррисене районти ĕçпе юрă уявĕнче те пĕр хутчен çеç мар илтнĕ. Сцена çине мăшăр “Хĕлхем” фольклор ушкăнĕпе тухать. 15 çынран тăракан коллектив хăйĕн пултарулăхне кÿршĕ ялсен умĕнче те кăтартса савăнтарнă.

– Культура ырлăхне туйма, ял пултарулăхне çĕнĕ-рен çĕклеме пĕр çемье пулăшрĕ – Алексеевсем. Пĕри – клуб ертÿçи, мăшăрĕ – аслă пĕлÿллĕ специалист çеç мар, юрлама ăста, хăйĕн купăс пускăчне куç хупса вылятма пултарать, – тет ял-йыш вĕсем пирки.

Людмила Кузьминична культура вучахне ăшă сывлăш çеç илсе килмен, Унăн пултарулăхĕпе, пуçарулăхĕпе, тăрăшулăхĕпе, тавçăрулăхĕпе клуб çурчĕ çĕнĕрен çуталнă, ăшăннă. Вăл хăйех – юсавçă, ертÿçĕ. Вăрман кастарса урай хăмисене çĕнетни, “Батыревский” улма-çырла питомникне 22 çын килсе ĕçлесе 4000 тенкĕ укçа пуçтарса музыка инструменчĕсем туянма пултарни, укçа-тенке перекетлесе чÿрече каррисене улăштарни унăн тивлечех. Хăтлă çурта “хăна” пухма та кăмăллă. Людмила Кузьминична çитĕнекен ăрăва аслисен ырă тĕслĕхĕпе воспитани парассине тĕпе хурса, çур ĕмĕр тултаракансене, унран аслăраххисене чыслассине тирпейлĕн туса пырать. Чăваш йăли-йĕркипе çыхăннă уявсем манăçа ан тухчăр тесе тăрăшать. Хальхи вăхăтра ачасемпе “Çăлтăр çути” конкурса хатĕрленеççĕ. Пилĕк ялпа иртекенскер вăл. Тикешрен унта Аня Федорова, Аня Кустова, Даша Дьяконова хутшăнма кăмăл тунă. Арçынсемпе хĕрарăмсем хушшинче çулленхи волейбол турнирĕ те интереслĕ иртет. Ваттине, вĕттине явăçтарма пултарать Людмила Кузьминична мероприятисене. Чăн та ялта çамрăксем сахал. Йыш çукран пĕрлехи уяв каçĕсем йĕркелеме кансĕртерех. “Хĕлхем” фольклор ушкăнне те, акă, аслăраххисем кăна çÿренине калать.

Е. Ивановăпа Г. Селиванова медсестра, Л. Селиванова предприниматель, В. Егорова учительница пулса, Р. Макарова килти хуçалăхра ĕçлеççĕ, Л. Селивановăпа З. Григорьева тивĕçлĕ канăва тухнă. Пуриншĕн те Алексеевсем хăйсем ырă тĕслĕх, Вĕсем районта, республикăра иртекен çемье конкурсĕсене тăтăш хутшăнаççĕ. Сцена çине тухмалли артист тумĕсене те ăстасем аякран шырамаççĕ. Ансамбль валли тĕрленĕ саппун, тухья, чăваш кĕпи ятарласа хăйсем хатĕрлеттернĕ вĕсем.

Алексеевсм ĕçчен те хисеплĕ çемье. Тĕп ĕçпе пĕрлех мăшăр килти хуçалăхра икĕ ĕне, икĕ пăру, хур-кăвакал усрать, çирĕмшер килограмм сухан вăрлăхне акса çитĕнтерет, кишĕр, çĕрулми ÿстерет. Çуркунне сад пахчине 36 тĕп панулми, груша, слива, чие çеçке çурса илем кÿрет. Ывăлĕпе кинне, мăнукĕсене ял хушшинче ятлă пулма Станислав Алексеевич ашшĕ те вĕрентсе тăрать.

Алексеевсем икĕ ача çитĕнтерсе пурнăç çулĕ çине кăларнă, аслă пĕлÿ панă: Наташа Мускавра ĕçлесе пурăнать, Алеша полицинче вăй хурать.

Тикешри культура çуртне уçни çур ĕмĕре яхăн çывхарать. Унта хаваслă сасă, савăнăçлă кулă тăни савăнтарать, вăл çĕнĕ ăрусен çунатлăхне çĕклет.

А. КАПИТОНОВА.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика