АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Юратăр: паян та, ыран та... Ĕмĕрех!

18 февраля 2012 г.

Календаре уçсан шалт тĕлĕнетĕн. Мĕнле кăна праçник çук-ши унта! Бухгалтерсен, таможенниксен, астрологсен, предпринимательсен, инженер механиксен... Шутласа та пĕтереймĕн. Вĕсем хушшинче юратакансен ячĕпе те пур. Çветтуй Валентинпа çыхăннă вăл. Европа шайĕнче ăна тахçанах уявлаççĕ. Юлашки çулсенче вара Раççей халăхĕ те паллă тума пуçларĕ.

Юратакансем тата юратас текенсем çамрăксем хушшинче çеç мар, аслăраххисем те пурах. Çак кун хăшĕсем туйăмĕсене пытараççĕ, теприсем вара ăна уççăнах палăртаççĕ, пĕр-пĕрне чĕре евĕр ÿкернĕ валентинкăсем парнелеççĕ.

Алманчăри вăтам шкулта çак куна чăн-чăн уяв вырăнне хурса паллă тăвасси йăлана кĕнĕ. Хальхинче те “Юрату почти” уроксем вĕçленичченех тухăçлă ĕçленĕ. Выпускник-почтальонсем романтикăлла çырусене хуçи патне вăхăтра çитернĕ. Юратакансен кунне юрăсен конкурсĕпе вĕçленĕ. Çак тупăшура Д. Павлов, Д. Гаврилова, Д. Степанов, Е. Захарова, Л. Аллямова, Ф. Тагиров çĕнтернĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика