18 февраля 2012 г.
Февралĕн 15-мĕшĕнче иртнĕ информаци кунне ЧР пурлăх тата çĕр хутшăнăвĕсен министрĕ С. Енилина ертсе пыракан ушкăн хутшăнчĕ. Тĕлпулу пуçламăшĕнче Светлана Александровна район администрацийĕн пуçлăхĕпе Николай Глуховпа мартăн 4-мĕшĕнче иртекен Раççей Президенчĕн суйлавне Юхмапа Пăла тăрăхĕнче мĕнле хатĕрленсе пыни, суйлав участокĕсенче сăнав камерисене вырнаçтарни пирки тăракан ыйтусене хускатрĕç, çĕр-шыв пуласлăхĕпе çыхăннă сасăлавра Патăрьелсен пысăк хастарлăх кăтартмаллине аса илтерчĕç. Суйлав участокне кайса хăйсен сасă памаллине списока кĕртнĕ кашни гражданин хăйĕн тивĕçĕ тесе йышăнмалла.
Тĕл пулун иккĕмĕш пайĕ И. Н. Ульянов ячĕллĕ ЧПУн Патăрьелĕнчи филиалĕнче иртрĕ. Вăл савăнăçлă мероприятипе çыхăннă. Чыслă лару-тăрура “Бухучет, анализ и аудит” факультетĕнче экономист специальноçне вĕреннисене аслă пĕлÿ илни çинчен ĕнентерекен диплома пачĕç. Çамрăк специалистсене асра юлакан самантпа университет ректорĕ В. Агаков профессор, ытти преподавательсем саламларĕç, филиалта хамăр районсăр пуçне Тутар республикинчен, Чĕмпĕр облаçĕнчен те йышлăн вĕреннине, вырăнти аслă шкулăн пысăк пĕлтерĕшне каларĕç.
48 выпускника хаклă документсем тыттарнă хыççăн район администрацийĕн пуçлăхĕ Н. Глухов, С. Енилина министр, филиал директорĕ Л. Лялина профессор пурне те çак специальноçпа хăйсен вырăнĕсене тупса ĕçлеме ăнăçу сунчĕç.
Пĕрлĕхлĕ информаци кунне хутшăннă финанспа бюджет надзорĕн Территори управленийĕн ертÿçи Н. Константинова Патăрьелĕнчи тĕп больница коллективĕн ĕçĕ-хĕлĕпе, сывлăх сыхлавĕнчи çĕнĕлĕхсемпе паллашрĕ.
А. НИКОЛАЕВА.