18 февраля 2012 г.
Патăрьел район администрацийĕн пуçлăхĕ Николай Иванович Глухов района ертсе пыма тытăнни февралĕн 13-мĕшĕнче 10 çул çитрĕ. Çак тапхăрта Юхмапа Пăла тăрăхĕ çуллен тырă, çĕр улми тата пахча çимĕç туса илессипе республикăра çирĕппĕн малтисен шутĕнче тăрать. Çав вăхăтра сухаланакан çĕр лаптăкĕпе Чăваш Енре тăххăрмĕш вырăнта кăна. Выльăх-чĕрлĕх отраслĕнче те, социаллă сферăра курăмлă çитĕнÿсем пур. Ертсе пырас, çынсемпе ĕçлес опыта вара Николай Иванович вăрман хуçалăхĕн тилхепине тытнă чухнех алла илнĕ. Ку системăра вăл 19 çул тăрăшнă.
– Николай Иванович, калаçăва 2011 çула пĕтĕмлетнинчен пуçлар-ха. Мĕнлерех пулчĕ вăл пирĕн районшăн;
– 2010 çулхи пек çанталăк шăрăх та типĕ аптратмарĕ. Çапах та вăл çăмăл килчĕ тееймĕн. Вăраха кайнă çумăрсем хирти ĕçсене вĕçлеме аванах чăрмантарчĕç. Апла пулин те пурте кар тăни йывăрлăхсене çĕнтерме пулăшрĕ. Ял халăхĕ тăрăшса ĕçленипе выльăх апачĕ çителĕклĕ хатĕрленĕ, тĕш тырăпа пахча çимĕç тухăçĕ те савăнтарать.
Ял хуçалăх предприятийĕсем 32 пин тонна тырă, 22 пин тонна çĕр улми, 893 тонна пахча çимĕç, 1201 тонна сухан-севок пухса кĕртрĕç.
Выльăх-чĕрлĕх отраслĕнче те пурте йĕркеллех тесе калас килет. Ĕне-выльăх пуçне чакарман. Районти хуçалăхсенче унăн шучĕ 17 пине яхăн. Пĕр ĕнерен куллен вăтамран 10 килограмм ытла сĕт суса илетпĕр. Кăтарту пĕлтĕрхи пекех. Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн тăваттăмĕш созывĕн депутачĕ Владимир Ермолаев тăрăшнипе “Южный” сысна комплексĕ хута кайрĕ.
Район йĕркеллĕ аталанса пытăр тесе çĕнĕлĕхсене, производствăри малти технологисене усă курма тăрăшатпăр. Опыт пухас тĕллевпе Украинăна, темиçе хутчен те Тутар, Мари Республикисене, Рязань, Чулхула, Пенза облаçĕсене çитсе куртăмăр. Паян эпир сахăр кăшманне нимĕç технологине тĕпе хурса çитĕнтеретпĕр. “Исток” агрофирмăн директорĕпе А.Илюткинпа Германинче иртнĕ Пĕтĕм тĕнчери курава кайса килтĕмĕр.
Пирĕн районта çĕр улмипе сахăр кăшманĕ, тĕш тырă туса илмелли çĕнĕ техникăн пĕтĕм комплекчĕ пур. Республикăри “Franz-klein” комбайна та Патăрьел районĕн хирĕнче çеç курма пулать. Машинăпа трактор паркне çĕнетессипе те ĕçлетпĕр: иртнĕ çул 60 ял хуçалăх техники туяннă.
Витесене реконструкцилессипе те çине тăрсах тимлетпĕр. Сĕт пăрăхĕсем вырнаçтаратпăр, сумалли залсем, апат çитермелли сĕтелсем тăватпăр.
– Пирĕн район опычĕпе, çи-тĕнĕвĕпе паллашма килекенсем пур-и;
– Мари республикинчи Атяш районĕпе хутшăнусем лайăх. Унта çемье фермисем, 150-300 пуç ĕне-выльăх, 5 пин сысна тытмалли комплекссем йĕркелессипе аван тăрăшаççĕ. Ертÿçĕсемпе пĕрле унта çитсе куртăмăр. Вĕсем пирĕн районта социаллă объектсем, шкулсемпе садиксем хута кайнипе кăсăкланаççĕ. “Çĕнĕ шкул” программăпа усă курса вĕрентÿ учрежденийĕсене чылай çĕнетрĕмĕр. Халĕ ача сачĕсене хăпартассипе ĕçлеме тытăнтăмăр. Патăрьелĕнче – 240, Шăнкăртамра 160 вырăнлă садик çĕкленет.
2011 çула та эпир паллă пулăмран пуçланăччĕ: Сăкăтра çĕнĕ пĕлÿ çурчĕ хута кайрĕ. Ăна уçма Республика Пуçлăхĕ хăй те хутшăннăччĕ. Кун пек шкул Шăнкăртамра та пур. Иккĕшĕ те хуларисенчен кая мар.
– Районта тĕрлĕ наци çынни пурăнать. Тавах Турра, пĕр-пĕрин хушшинче килĕшÿлĕх хуçаланать. Çаплах-тăр.
– Районта пурăнакансенчен 73 проценчĕ чăваш, 24-шĕ тутар, 3-шĕ ирçепе вырăс. “Эпир пурте – Патăрьелсем. Апла пулсан, мĕншĕн нацисем çине пайламалла”, – тетĕп эпĕ яланах. Республика, Раççей тивĕçтерĕвĕсемпе тата çăмăллăхĕсемпе пурте пĕр тан усă курма пултараççĕ. Пĕр-пĕрне пулăшасси те йăлана тахçанах кĕнĕ. Тĕслĕхрен, Шăнкăртамри мечĕте хăпартнă чухне чăвашсем те айккинче тăрса юлмарĕç. Патăрьелĕнчи чиркĕве тума мăсăльман тĕнне ĕненекенсем алă тăсса параççĕ.
– Патăрьел районĕ пĕчĕк мар.Çакăнта тĕпленнĕ çынсен ĕç-хĕлĕпе эсир кăмăллă-и;
– Районта 40 пине яхăн çын пурăнать. Вĕсем хушшинче тĕрли пур. Хастартараххисем республика тата Раççей программисемпе проекчĕсене хутшăнаççĕ. Çакăн пеккисем хушшинче хăйне майлă конкуренци те пур. Ку лайăх та.
–Инвестицисемпе усă курса сысна фермине хута янисĕр пуçне тата мĕн тума тытăннă;
– Треньел ял территорийĕнче тимĕр черепица тата çурт тăррине витмелли профиллĕ тимĕр кăларакан цех хăпартма пуçăннă. Ăна çак ялта çуралса ÿснĕ, халĕ Мускавра пурăнакан Николай Кошкин тăвать.
Уйрăм инвестицисем хушшинче аш-какая тирпейлессипе ĕçлекенсем те чылай. Шăнкăртамра кăна выльăх пусмалли виçĕ пĕчĕк цех. Вĕсем какая вырăнтах сутлăх хатĕрлесе Мускаври, Йошкар–Олари, Чулхулари, Димитровградри предприятисене ăсатаççĕ.
Ял хуçалăхне аталантарма хăйсен укçи-тенкипе усă куракан кооперативсем те чылай.
– Ял çыннин пурнăçĕ ял поселенийĕнчен те нумай килет. Ăçта пурăнакансем хастартарах;
– Туçа енчи халăх сухан-севок, кишĕр туса илессипе лайăх ĕçлет. Унта ятарлă управ çурт-йĕрсем пур. Фермер хуçалăхĕ вăйлă аталаннă. Ишлĕ ял поселенийĕнче сĕте “Маяк” хуçалăх хăй вăхăтĕнче патшалăха сутнинчен те ытларах параççĕ. Шăнкăртам вара пур енлĕ аталанса пырать. Кунта пысăк фермер хуçалăхĕсенчен пуçласа строительство компанийĕ таранах пур. Тĕслĕхрен, тулли мар яваплă “Булат” пĕрлешÿ садик тăвать.
– Патăрьелĕнчен хула е хула евĕрлĕ поселок тума шухăш кĕмен-и; Çын шучĕ сахалах мар вĕт.
– Кирлех-ши вăл; Çĕрпе ĕçлесси пирки манма пултаратпăр вĕт ун чухне. Патăрьел ялне аталантарас тесе нумай ĕçленĕ: урамсене хăтлăх кĕртнĕ, стадион, шкул, спорт комплексĕ тунă. Пирĕн культурăпа кану центрĕ, виçĕ банк пур. Уйрăм хуçалăхпа пурăнакансем миллиард çурă тенке яхăн кредит илнĕ. Тавăрмалли парăма халиччен тÿлемен тĕслĕх пĕрре те пулман. Раççей, республика программисемпе тата проекчĕсемпе аван ĕçлесе пыратпăр. Эпир вĕсене пурне те тенĕ пекех хутшăнатпăр. Республика программипе килĕшÿллĕн Патăрьелпе Улатăра çыхăнтаракан 10 çухрăм тăсăлакан çул хута кайрĕ. Вунă çул каялла 10 пин тăваткал метр çурт тунă пулсан, пĕлтĕр – 30 пин урлă каçрĕ. Нумай хваттерлĕ çуртсем те хăпартатпăр. Хальхи вăхăтра 24, 40 тата 18 хваттерлисенче строительсем ĕçлеççĕ. Шыв каймалла тунă хыççăн тăватă хутлă пÿртсем те çĕкленчĕç.
Час-часах: “Патăрьелĕнче хура тăпра!” тенине илтме тÿр тивет. Манăн вара яланах çакăн пирки: “Хура çĕр çинче çум курăкĕ те çĕр улминчен маларах шăтать”, тесе хуравлас килет. Пирĕн халăх ĕçлĕхлĕ, çĕнĕлĕхсене пурнăçа кĕртсе пыма тăрăшать.
– Николай Иванович, эсир район администрацийĕн пуçлăхĕн тивĕçĕнче 10 çул тăрăшатăр. Çак йывăр лава туртса ывăнмарăр-и;
– Юратнă ĕçрен нихăçан та ывăнмастăн, унран киленÿ çеç илетĕн.
Ертÿçĕрен районăн пурнăçĕ, хăтлăхĕ тата халăх кăмăлĕ мĕнле пуласси нумай килет. Яла кайсан, çынсемпе курнăçатăн. Вĕсем тав тăваççĕ, вăрçса та илеççĕ, ыйтусем параççĕ, ăçта тата мĕн тусан лайăхраххи пирки канаш сĕнеççĕ... Паллах, пурне те итлетĕп, пĕтĕмлетÿсем тăватăп. Кирлĕ пулсан, депутатсем умĕнче ыйту çĕклетĕп. Бюджета улшăнусем кĕртесси, муниципалитета финансласси пирки пĕрле йышăнусем тăватпăр. Çын маншăн яланах тĕп вырăнта тăнă. Енчен те вăл ĕçшĕн çунать пулсан, мĕншĕн пулăшмалла мар;
Манăн шанчăклă команда пур, эпир муниципалитета пĕрле ертсе пыратпăр. Ял хуçалăхĕшĕн, вĕрентÿшĕн, сывлăх сыхлавĕшĕн тата ыттишĕн те яваплă служба пур. Апла пулин те ертÿçĕ пуриншĕн те хурав тытнине яланах асра тытатăп. Ытти çынсен шухăшне итлетĕп, малашлăха пăхса, паянхи куна курса пĕтĕмле-тÿсем тăватăп.
Уйăхра пĕрре районти пур руководительпе тĕл пулатăп, пухăннă проблемăсене сÿтсе яватпăр. Шăматкунпа вырсарникун яланах тенĕ пек ялсем тăрăх çÿретĕп.
– Килтисем çухатмаççĕ-и; Ĕç графикĕ çакăн пек пулнăшăн кăмăлсăрланмаççĕ-и;
– Çемье пурри вăл çын яланах килте тăмаллине пĕлтермест вĕт-ха. Кил-йыш кăмăла курни, ĕç хыççăн ывăнса таврăннине пăхмасăр ман савăнăçа пайлама пĕлни пĕлтерĕшлĕрех. Кун пек чухне çуртри ыйтусене те çăмăллăнах татса паратăн. Халь мăшăрпа иксĕмĕрех пурăнатпăр, вăл федераллă казначействăн специалисчĕ. Ачасем ÿссе çитĕннĕ, кашнийĕн хăйĕн пурнăçĕ. Ывăлсем ĕçлеççĕ, хĕрĕм Мускаври финанс академийĕнче вĕренет.
– Кану валли вăхăт тăрса юлать-и; Эсир конькипе лайăх ярăнатăр, хоккейла ăста вылятăр тенине илтнĕччĕ.
– Хĕлле, пушă тата май пур чухне, шайба хăвалама юрататăп. Хоккей çулĕнчен тухнă пулсан та. Халĕ пирĕн “Хĕрĕхрен иртнисем” турнир ирттерме палăртнă. Унта хутшăнас тетĕп, ветерансен командинче 5-мĕш номерпе вылятăп.
– Николай Иванович, Сирĕн Чăваш Республикин парламенчĕпе çыхăну пур-и, депутатсем пулăшаççĕ-и;
– Паян муниципалитета Чăваш Республикин саккунпа право базисĕр ертсе пыма май та çук. Çавăнпа тачă çыхăну кирлĕ, унсăрăн ку тивĕçре ĕçлеме пултараймастăн.
Сăмах май, эпĕ хам та Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн иккĕмĕш созывĕн депутачĕ пулнă. Çавăнпа та саккун кăларакансем мĕнле яваплăхпа ĕçленине питĕ лайăх пĕлетĕп. Пирĕн округран суйланнă Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн тăваттăмĕш созывĕн депутачĕ Владимир Ермолаев район экономикине аталантарассишĕн иртнĕ çулсенче нумай тăрăшрĕ. Вăл пулăшнипе “Южный” сысна комплексĕ, физкультурăпа спорт комплексĕ, Патăрьелпе Улатăра çыхăнтаракан çул хута кайрĕç, районта Республика кунĕ иртрĕ... Унăн пулăшăвне пысăк хак парас килет.
– Хальхи депутатпа Олег Мешковпа та малашлăх планĕсене палăртнă пуль;
– Паллах. О.Мешковăн суйлав программинче те районăн аталанăвĕ тĕп вырăн йышăнать. Пĕрле ял территорийĕсене хăтлăх кĕртессипе – çурт-йĕр тăвассипе, урамсене çул сарассипе, çĕнĕ урамсене электрификацилессипе – çавăн пекех ĕне-выльăх комплексне çĕнĕрен хута ярассипе ĕçлеме палăртнă.
– Район паян мĕнле тĕллевсемпе пурăнать;
– Малашлăхри тĕллев – район инфраструктурине пĕтĕмĕшле аталантарасси: çулсем, шывпа тивĕçтересси, çурт-йĕр. Кăçал тĕп больницăна модернизацилессин иккĕмĕш тапхăрне вĕçлемелле. Районти сывлăх сыхлавне 98 миллион тенкĕ хывма палăртнă. Пирĕн кивĕ пĕлÿ çурчĕсем пур-ха, çакна шута илсе “Çĕнĕ шкул” программăпа та малалла ĕçлесшĕн. Çавăн пекех çĕнĕ технологисене пурнăçа кĕртес, кăларакан продукцин хăйхаклăхне чакарас тесен кадрсем те хатĕрлемелле. Хальхи вăхăтри комбайнсемпе вăй хуракан специалистсем те анлă пĕлÿллисем кирлĕ. Ку ыйту та пирĕншĕн ют мар.
Автомобильсен шучĕ Патăрьел районĕнче чи нумаййи. “Тимĕр ут хуçи” ăна хăйĕн хапхи умне лартма тăрăшать. Анчах çанталăк кăшт пăсăлсанах урамсене кĕрсе тухма май çук. Çавăнпа та çак çитменлĕхе пĕтерессишĕн çине тăрса ĕçлетпĕр. Паллах, патшалăх пулăшу парасса кĕтсе ним тумасăр та пурăнма пулать, анчах хамăрăн та вăй хумалла. Эпир ялсене хăтлăх кĕртме çынсене хăйсене те явăçтаратпăр: урам комитечĕсем тăватпăр, граждансем хăйсем укçа пухаççĕ, çапла майпа çулсене вак чул та пулин саратпăр. Пĕрлех асфальт витессипе проектпа смета документацийĕсене хатĕрлетпĕр.
Халăха таса шывпа тивĕçтерессипе тимлетпĕр. Шăмăршăри управран шыв илсе килес тесе пикенсех ĕçлетпĕр.
– Николай Иванович, район çыннисене мĕн суннă пулăттăр;
– Ĕçлемелле те ĕçлемелле. Кам та пулин килсе туса парасса кĕтмелле мар. Ялта ĕç çук тенипе эпĕ пĕрре те килĕшместĕп. Ĕçне суйла çеç! Сăмахран, вĕлле хурчĕсем ĕрчетме пулать. Пирĕн “Красное знамя” хуçалăхра утар пур, час-часах унта хурт-хăмăр ăстисемпе семинарсем ирттеретпĕр. Мускаври, Чулхулари, Чĕмпĕрти ученăйсем те хутшăнаççĕ.
Çемье фермерĕсене аталантармалли программа йышăннă. Вăй хума кăна ан ÿркен. Сĕт пухакан ял хуçалăх кооперативĕсем пур, кунта пурне те йĕркелесе çитернĕ.
Манăн позици çакăн пек: ялан ыйтмалла тата нăйăлтатмалла, сахал тÿлеççĕ тесе вăрçăнса çÿремелле мар. Ял хуçалăх бизнесĕнче олигарх пулаймастăн, анчах выçă та лармастăн. Ялта пурăнаканăн, çĕр çинче вăй хураканăн мĕн ĕçлесси пирки хăйĕн йышăну тумалла. Патшалăх, влаç пулăшатех...
Л. ФИЛИППОВĂПА
Т. ИВАНСКАЯ калаçнă.