18 февраля 2012 г.
Аслă Чемен вăтам шкулне выпускниксен тĕл пулăвне 2000-2011 çулсенче алла аттестат илнисене йыхравларĕç. Хăнасене 11 класра вĕренекенсем концерт кăтартрĕç, тĕрлĕ конкурс, вăйă йĕркелерĕç.
Аса илÿ тĕнчине лекнĕ çамрăксене шкул директорĕ М. Медведева кĕçĕннисем патне килме май тупнăшăн кăмăллăн саламласа малашнехи пурнăçĕсенче ăнăçу сунчĕ. Иртнĕ çулхи выпускник Н. Ефремова та чуна пырса тивекен сăмахсем каларĕ, вĕрентÿ çурчĕ вĕсен асĕнче пулнине палăртрĕ.
М. САМДЕЛОВА.