АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çуртна страхла та – шанчăклă пурăн

18 февраля 2012 г.

Хăрушсăрлăх пирки калаçма тытăнсанах: “Манăн çурт – манăн хÿтлĕх”, текен каларăш аса килет. Анчах та час-часах пире хÿтлĕх паракана та сыхлав кирлине манатпăр. Киле хăтлăх кĕртес, лайăх пурăнас тесе юсавсем ирттеретпĕр, сахал мар укçа-тенкĕ тăкаклатпăр. Апла пулин те çак пурлăха упраса хăварасси пирки кайран çеç шухăшлатпăр. Çурта тата ĕмĕр тăршшĕпе пухнă япаласене страхлассипе Росгосстрах компанин ЧР филиалĕн Патăрьелĕнчи уйрăмĕн начальникĕпе А. Кузюковăпа калаçу пуçартăмăр.

– Ялсенче çуртсене тата хуралтăсене страхласси хĕллехи вăхăтра уйрăмах пĕлтерĕшлĕ, – тет Алевтина Кузюкова. – Инкек-синкекрен сыхланса килĕшÿ тăвакансен шучĕ ÿссех пырать. Ку юлашки çулсенче çынсем çуртсене çĕнетсех пынипе, ăш-чиккине хăтлăлатнипе çыхăннă. Çавăнпах пурлăха упрасси пирки маларах шухăшлаççĕ. Сехет хушшинче нимсĕр никамăн та юлас килмест.

– Алевтина Васильевна, çурта тата хуçалăхри ытти хуралтăсене мĕнле-мĕнле инкексенчен страхлама пулать;

– Страхлас ĕç патне яваплăха туйса пуçăнмалла. Çурта мĕнле инкексенчен страхлассине тĕплĕн шухăшламалла: пушартан, вăрăсенчен, шыв илесрен, çут-çанталăк кÿрекен инкексенчен е тÿрех пурне те пĕрле шута илмелле. Акă, пурлăха пушартан çеç страхлатăр, çурт шыв илнипе е тăвăла пула сиенленет. Иккĕмĕшĕнчен, пÿртре мĕне страхласшăн. Кунта тунă, купаланă япаласем кĕреççĕ (стена, çурт тăрри т.ыт.те), инженери хатĕрĕсем, шалтан илемлетнисем тата пурлăх. Енчен те çуртăн шалтан илемлетнисене (стенана, урайне, маччана çыпăçтарнисене) страхласассăн, компани инкек-синкекре çак япаласен хакĕ чухлĕ çеç укçа уйăрать. Çуртри пурлăх сиенленсен те, тĕслĕхрен диван, тăкака саплаштармаççĕ. Çавăнпалан клиентсемпе килĕшÿ тăвиччен тĕплĕн ăнлантарса паратпăр, лайăх шухăшласа пăхма ыйтатпăр. Виççĕмĕшĕ, çурта мĕн хаклăх страхлассине те тĕп вырăна хумалла. Чи лайăххи вăл – пур япалана та рынок хакĕпе палăртни. Ун пек тусан çеç çухатнă пурлăха йăлтах тавăрма пултаратăр. Енчен те хăвăр тĕрĕс хак параймасан, пирĕн специалистсем яланах пулăшма хатĕр. Кăна валли агентсен япаласен хакне палăртнă ятарлă таблица пур. Анчах хăш-пĕр клиентсем укçисене перекетлес тесе пурлăха йÿнетсе кăтартаççĕ. Çакна ан манăр: инкек пулсан страхланăшăн паракан кĕмĕл пурлăха çĕнетме çитмест.

– Страхлакан компанисенчен нумайăшĕ çуртсене страхланă чухне “тивĕçлĕ хаксем”, çăмăллăхсем, йÿнеçтерÿсем пирки калаççĕ. Росгосстрах халăха мĕн сĕнет;

– Çурта тата хуралтăсене страхланă чухне полис хакне çеç пăхмалла мар. Чи малтанах полисри е килĕшÿри страхламалли условисемпе, агентăн страхламалли правилипе тĕплĕнрех паллашмалла, хăвăра пăшăрхантаракан ыйтусене памалла. Килĕшÿ тунă чухне страхлаканăн сире кашни нюанса тĕплĕн ăнлантарса памалла.

Клиента полисри сумма пысăкрах та пек курăнать, анчах вăл рынокри хакран пĕчĕкрех. Полис хакне стенасене пĕтĕмпех, илемлетнисене тата пурлăхăн пĕр пайне çеç страхланипе перекетлеме май пур. Шăпах çак объектсем ытларах сиенленеççĕ, çавна май тариф та пысăкрах. Е, тĕслĕхрен, сиенсен шутне хăш-пĕрне кĕртмесен те пултараççĕ. Страхласси вăл хăйне майлă математика, кашни сиенĕн хăйĕн “виçи” пур. Полис хакне хăш-пĕр сиенсене е объектсене кăтартмасан çеç йÿнетме пулать. Çак нюанссене шута хумасан клиент страхланă укçана илнĕ чухне тăкак хакне саплаштарманнипе кăмăлсăрланма та пултарать. Çавăнпа та Росгосстрах “Росгосстрах Дом” комплектлă полис сĕнет.

– “Росгосстрахран” полис илекен страхланакана мĕнле те пулин çăмăллăх пур-и;

– Чăваш Республикинчи “Росгосстрахăн” филиалĕ çуллен январь-март уйăхĕсенче “Хĕллехи вăхăтра çурт-йĕре страхласси” акци ирттерет. Çак тапхăрта пĕрремĕш хут çурчĕсене, хуралтисене, коттеджĕсене страхлакансене 20 процент таран йÿнететпĕр. Килĕшĕве килтен тухмасăрах тума май пур: страхлакан агент хăй сирĕн пата пырать, пÿртĕн хакне палăртать, вырăнтах полис хатĕрлет. Тĕплĕнрех 6-21-42 телефон номерĕпе шăнкăравласа пĕлме пултараççĕ.

Эсир пурăнакан çурт коттедж-и е пĕчĕк çеç пÿрт – пурпĕрех тимлĕх ытларах уйăрмалла. Мĕншĕн тесен вăл пирĕн иккĕмĕш “эпĕ”. Кунта ачасем çуралаççĕ, ÿсеççĕ, ĕç хыççăн таврăнаççĕ, тахçантанпах кĕтекен çырусем килеççĕ...

“Росгосстрах Дом” полис – сирĕн шанчăк!

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика