22 февраля 2012 г.
ТĂРĂНТА пурăнакан В. Кузьминапа унăн çем-йине ялта çеç мар, таврара та чылайăшĕ пĕлеççĕ. Çак кунсенче вăл 80 çул тултарчĕ. Кинемее ачисемпе тăван-пĕтенĕ, çывăх çыннисем çеç саламламан, Республика Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев та юбилей ячĕпе ятарлă открытка янă, пархатарлă кун-çулшăн тав тунă. Хĕрĕх çул ырми-канми дояркăра тăрăшнă Вера аппашăн ку таранччен çакăн пек пысăк чыс пулманччĕ. Ахальтен мар шăрçаланнă унăн савăнăç куççулĕ.
Амăшĕн ĕç династине малтан Нина хĕрĕпе Анатолий ывăлĕ тăснă. Халĕ вара Антонина кинĕ хунямăшĕн йĕрĕпе пырать.