АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Конкурентсем пурри чăрмав пулмалла мар

22 февраля 2012 г.

Иртнĕ эрнекун райпо уполномоченнăйĕсен пухăвĕ иртрĕ. Унта район администрацийĕн пуçлăхĕ Н. Глухов, “Чувашпотребсоюз” правленийĕн председателĕ Л. Абрамова хутшăнчĕç. 2011 çулхи ĕç-хĕлпе тата кăçалхи тĕллевпе райпо канашĕн председателĕ П. Перепелкин паллаштарчĕ.

Райпо район халăхĕн 63 процентне тĕрлĕ таварпа тивĕçтерет. Ку системăра пурĕ 81 лавкка, 16 обществăлла апатлану предприятийĕ, 6 йышăнупа хатĕрлев пункчĕ, пулă тăварлакан тата тĕтĕмлекен цех, çĕвĕ цехĕ, виçĕ аптека пункчĕ пур. Суту-илÿре пурĕ 415 çын вăй хурать. Пĕтĕмĕшле таварçаврăнăш пĕлтĕр 235 миллион та 973 пин тенкĕпе танлашнă. Ку вăл 2010 çулхинчен 11 миллион та 112 пин тенкĕ нумайрах. Тавар укçа пулса çаврăнса кĕресси вăтамран 83 кунта пулса пырать. Ялсенче, район центрĕнче предпринимательсем лавккасем çине-çинех уçни çакăнта япăх витĕм кÿрет. Малашне ку ыйтупа ытларах тимлемелле, сутмашкăн халăх ыйтакан япаласене илсе килме тăрăшмалла.

Обществăлла апатлану предприятийĕсемшĕн те конкуренци ÿссе пырать. Çавна май çĕнĕлĕхсем шырамалла.

Райпо ял хуçалăх продукцийĕсене вырнаçтарассипе те ĕçлет. Халăхран сĕт пухассипе тата аш-какай туянассипе тата та ла-йăхрах вăй хума майсем пуррине, вĕсемпе туллин усă курмаллине палăртрĕ Петр Алексеевич.

Конкурентсенчен юлас мар, хатĕрлекен продукцин пахалăхне лайăхлатас тесен оборудованисене те çĕнетсех тăмалла. Пĕлтĕр материалпа техника базине пуянлатма 4 миллион тенкĕ уйăрнă, суту-илÿ тата технологи хатĕрĕсене 1,5 миллион тенкĕлĕх туяннă.

Лавккасем, столовăйсем вырнаçнă çуртсем те кивелсе пыраççĕ. Вĕсене сăн кĕртессипе, шалти ăш-чиккине илемлетессипе те пĕлтĕр сахал мар ĕç тунă.

Л. Абрамова тавара ук-çана çавăрас куна пĕ-чĕклетмеллине, усă курман объектсене арендăна парас ыйтупа тимлемеллине е укçа кĕртмелли урăх мел шырамаллине, çăкăр кăларакан заводăн продукци пахалăхне ÿстермеллине каларĕ, “Чувашпотребсоюз” ĕçĕ-хĕлĕпе паллаштарчĕ.

Район администрацийĕн пуçлăхĕ Н. Глухов та уполномоченнăйсен пухăвĕнче тухса калаçрĕ. Мартăн 4-мĕшĕнче иртекен суйлава пурин те хутшăнмалли пирки те сăмах пуçарчĕ.

О. ПАВЛОВА.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика