22 февраля 2012 г.
Афган вăрçине Чăваш Республикинчен виçĕ пин ытла çамрăк хутшăннă, 193-шĕ çапăçу хирĕнче ĕмĕрлĕхех куçне хупнă, тăваттăшĕ хыпарсăр çухал-нă. Нумайăшĕ аманнă... Пирĕн районти çамрăксене те пырса тивнĕ сăрт-ту таврашĕнчи вăрçă. 236 каччăран 7-шĕ килĕсене таврăнайман. Йывăр çухату çак салтаксен ашшĕ-амăшĕн тата çывăх çыннисен чĕрисене нихçан тÿрленми йĕр хăварнă. Ишлĕ ял поселенийĕнчи 14 салтакпа офицерăн Афганистан вут-çулăмĕ витĕр тухма тивнĕ.
“За отвагу” медаль кавалерĕ Н.Акимов сержант-десантник хăйĕн юлташĕсемпе чи малтанхи самолетсемпех сăртлă-туллă çĕр-шыва вĕçнĕ. 103-мĕш Витебск сывлăш-çар дивизийĕн салтакĕ Кабул аэродромне тытса илнĕ çĕре хутшăннă. В. Анисимов ефрейтор-пулеметчик та Витебск дивизийĕнчи 317-мĕш парашют-десант полкĕн йышĕнче чылай çар операцийĕсене хутшăннă. Ульяновкăри Ю.Васильев старшина 180-мĕш мотострелоксен полкĕнче БТР механик-водителĕ пулнă. Уринчен аманнă, “За отвагу” медале тивĕçнĕ. В.Федотов летчик Ил–76 самолетпа çар хатĕрĕсем, салтаксене турттарнă.
“За боевые заслуги” медаль илнĕ А.Федотов пограничник Пăлапуç Нурăс ялĕнчи Н.Чегаевпа пĕр класра вĕреннĕ, Мускав погранотрядĕнче службăра тăнă. Н.Артемьев, Ю.Антонов, Н.Кутузов, В.Егоров водительсем, С.Александров десантник, Ульяновкăри В.Терентьев, А.Ильин, В.Кудрин та инçетри çĕр-шыври вăрçа хăтшăннă.
Афган çĕрĕнчи тÿсме çук йывăрлăхсем пĕр йĕрсĕр иртмен. Валерий Анисимовпа Николай Акимов десантниксен пурнăçĕ вăхăтсăр татăлнă. Вĕсен ячĕ ĕмĕр-ĕмĕр çывăх çынсен, ял-йыш чĕринче упранĕ.
А.НИКОЛАЕВА.