АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » КУççУЛЬСĕР АСА ИЛЕЙМЕСТĕН

22 февраля 2012 г.

Афганистан çĕрĕ çинчен Совет салтакĕсене илсе тухнăранпа 23 çул çитрĕ. Вунă çула (1979-1989) тăсăлнă вăрçă миçе пин çамрăкăн пурнăçне вăхăтсăр татмарĕ-ши! Çулсем иртеççĕ пулин те унтан таврăннисем çав ылханлă вăрçа аса илсе чунтан хурланаççĕ. Аслă Чемен ял поселенийĕнчен Афган вăрçине 15 каччă хутшăннă. Вĕсенчен пĕри–Тури Чакă ялĕнче çуралса ÿснĕ Л.Иванов. 1982-1984 çулсенче пурнăçланă вăл хăйĕн салтак тивĕçне. Леня вăрçă вутĕнчен тăван тăрăха тĕрĕс-тĕкел таврăнтăр тесе ашшĕпе амăшĕ, тăванĕсем мĕн чухлĕ Турра кĕл туман-ши! “Маншăн кулянма кирлĕ мар. Манăн пурте йĕркеллĕ”,–тенĕ вăл яланах хăйĕн çырăвĕсенче. Çапăçусенче пысăк паттăрлăх кăтартнăшăн вăл нумай медале тивĕç пулнă. 2008 çулта, вăрçăран таврăнни 24 çул иртсен, ăна тивĕçлĕ медаль шыраса тупнă. Леонид Елизаровича çакăн пек чыс тунине пĕлсен, “Хыпар” хаçатран корреспондент та килсе çитнĕ. “Ман çинчен çырма кирлĕ мар, Афган вăрçинче пулнă ытти ветерансене те награда памалла,”– тенĕ паттăр салтак. Вăл яланах çынна ырă тума васканă. Мăн кăмăллă, вĕçкĕн пулман. Салтак аттине хывсан та çак çĕр-шыв пирки каласа пама юратман сăпайлă каччă. Вăрçă унăн чĕрине витернĕ-тĕр...

Питĕ шел, 2008 çулта Леонид Елизарович пурнăçран уйрăлса кайрĕ. Мăшăрне, Турханти ача садĕнче воспитательте ĕçлекен Наталья Робертовнăна, 2 хĕрне тăлăха хăварчĕ. Халĕ ачисем ÿссе çитĕннĕ ĕнтĕ. Асли, Олеся, Ульяновскри фармколледжра медсестрана вĕренсе тухрĕ. Кĕçĕнни, Милана, çак хуларах педуниверситетра биоэколога вĕренет. Амăшне, 78 çулти Улькка аппана, мĕн тери йывăр пулчĕ тăван тĕпренчĕкне çухатма! Кÿршисем, юлташĕсем, тăванĕсем Ивановсен çемйи яланах килĕштерсе пурăннине çирĕплетеççĕ. Леонид Елизарович паттăр воин-интернационалиста ял-йыш та куççульсĕр аса илеймест.

Н.КОШЕЛЕВА.

Аслă Чемен ялĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика