АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Урлă сиксе каçаймăн...

22 февраля 2012 г.

Республикăри суд приставĕсен служби хушшинче пирĕн район уйрăмĕ яланах кăтартуллисен шутĕнче тăрать. 2011 çулхи ĕç итогĕпе те Патăрьелсем иккĕмĕш вырăнта. Службăн çăмăл мар тивĕçне йĕркелĕх хуралĕнчи яваплă çынсем мĕнлерех пурнăçласа пыраççĕ; Саккуна пăхăнман пуçтахсене мĕнлерех парăнтарма тивет; Çак тата ытти хăш-пĕр ыйтусене хуравласа районти аслă суд приставĕ Г. Афки акă мĕн пĕлтерчĕ:

– Йĕркепе çыхăннă производствăсене уçса панă чухне суд приставĕсен яваплăхĕ ÿссех пырать. Пĕчĕк йышпах пирĕн пысăк ĕç пурнăçлама тивет. Пĕлтĕр эпир хамăр вăйпа шыраса илсе район бюджетне сакăр миллион ытла укçа кĕртнĕ. Çулталăк тăршшĕпе 9393 производство пăхса тухнă. Кашни исполнителе тивĕçекен тиевпе эпир республикăра виççĕмĕшсем. Работниксем хăйсен ĕçне пĕлсе пурнăçласа пынăран отчетпа ыйтакан 28 кăтартуран виççĕшĕнпе çеç плана пурнăçлайман. Уйрăм енсемпе ăнăçлăрах та ĕçленĕ. Сăмахран, налук пуçтарассипе плана 130, административлă штрафпа 162 процент пурнăçланă.

Пирĕн ĕçре саккун урлă сиксе каçас текенсемшĕн чи пысăк айăплав – пурлăха арестлени. Ун пек тĕслĕхсем кашни çулах пулаççĕ. Çак процедура икĕ еншĕн кăмăллă мар пулин те ăна пурнăçламах тивет. Пĕлтĕр çулталăк тăршшĕпе 61 производствăпа 2 миллион та 524 пин тенкĕлĕх пурлăха арестленĕ. Вĕсенчен “çылăха кĕнисем” 926 пин тенкĕ укçине хăйсен ирĕкĕпех кассăна тÿленĕ, пĕр миллион ытларахăшне вара суту-илÿ предприятийĕсем урлă сутнă.

Суд приставне çакланнă хура списокра парăмçăсем хушшинче уйрăм хуçасем те, хуçалăхсем те, предпринимательсем те пур. Çак кунсенче çеç тĕрлĕ йышши пысăк парăмĕсемшĕн пĕр предпринимателĕн çăмăл автомашинине арестлерĕмĕр. Уйрăм хуçасенчен “Водоканал”, “Батыр” кооперативăн, “Колос”, “Сител”, “Югель” хуçалăхсен тата ыттисен тĕрлĕрен тÿлемен налуксем пуçтарăнса кайнă. Списокра пурĕ 32 ят. Хăшĕсен тÿлевĕ 400 пине яхăнах пуçтарăннă.

Укçа-тенкĕ шута çеç мар, хăйĕнпе тирпейлĕ усă курнине те юратать. Ун пек пулмасан вара сирĕн хушша-хуппа çăлтăрлисем кĕреççĕ.

Калаçăва А. ЕГОРОВА çырса илнĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика