АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Инкек сçлтавÿ тÿрлÿрен

22 февраля 2012 г.

Юлашки вăхăтра çĕр-шывра тĕрлĕрен меслетпе хăй ирĕкĕпе çут тĕнчерен уйрăлакансем йышланчĕç. Шел пулин те, кун пек тĕслĕхсем пирĕн районта та тĕл пулаççĕ. Вĕсем хушшинче çул çитмен ачасем пулни тата ытларах пăшăрхантарать. Акă, январь уйăхĕнче Патăрьелĕнче 7-мĕш професси училищинче вĕренекен арçын ача пурнăçне хăйĕн ирĕкĕпе татнă, çакăнса вилнĕ. Районсем хушшинчи следстви уйрăмĕн следователĕсем тĕпченĕ тăрăх усал ĕçĕн сăлтавĕ – каччă пĕрле пурăнакан хĕр ачапа хирĕçсе кайни. Медицина экспертизи вара çакăнса вилекен çамрăк эрех ĕçнине те çирĕплетсе панă. Çавăнпа та ашшĕ-амăшĕсен çул çитмен ачисене яланах тимлĕхре тытмалла, вĕсен хăтланăвĕсене сăнасах тăмалла, ырă мар çул çине тăрасран асăрханмалла.

Февраль уйăхĕнче каллех тепĕр синкерлĕх. “Паттăр” спорт комплексĕнче ĕçлекен Кĕçĕн Патăрьел хĕрарăмĕ яла каçнă чухне Пăла юхан шывĕн кивĕ çулĕ тĕлĕнче йăванса кайнă та шăнса вилнĕ. Аллă çулхи хĕрарăмăн организмĕнче те алкоголь пулнине çирĕплетнĕ.

Д. ТАЗЮКОВ,

районсем хушшинчи следстви пайĕн аслă следователĕ, юстици майорĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика