АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Михĕре пытарăнмасть

22 февраля 2012 г.

Ăс-тăнĕпе çирĕпленмен çул çитмен ача кирек хăш вăхăтра та йăнăш утăм туса хăйĕн ятне ĕмĕрлĕхех варалама пултарать. Ырă мар ĕçе, преступление аптрие михĕре пытарайман пекех, нимĕнле майпа та хуплаймăн. Шел пулин те, пурнăç яланах эпир ĕмĕтленнĕ пек сыпăнса пымасть. Тепĕр чухне суд сакки çине ларакан ачасемшĕн нумай пăшăрханма, пăлханма тивет. Анчах саккун пурпĕрех çиелте юлать.

Кăçалхи январĕн 1-мĕшĕ тĕлне республикăри юсанмалли инспекцинче условнăй майпа айăпланнă 148 çул çитмен ача шутра пулнă. Районсем хушшинчи “Батыревский” уйрăмри участок уполномоченнăйĕсен уйрăмĕнче çул çитмен пĕр ача шутра, тепĕр иккĕшне вара хура ĕçшĕн штраф панă.

Февралĕн малтанхи вунă кунлăхĕнче районта “Условник” операци иртрĕ. Унăн тĕп тĕллевĕ – судпа айăпланнă çул çитмен çамрăксене тепĕр хут преступлени тăвасран е йĕркене пăсасран сыхласси, вĕсене обществăран уйăрмасăр тĕрĕс çул çине тăратасси. Çак тапхăрта айăпланнă çул çитмен виçĕ ачан пурнăçри лару-тăрăвне, хăйсене мĕнле тытнине тĕрĕсленĕ. Операци вăхăтĕнче условнăй майпа айăпланнă пĕр ача обществăлла вырăнта ÿсĕр пулнине тупса палăртнă.

В. КУЗНЕЦОВА,

районти çул çитмен ачасемпе ĕçлекен пай начальникĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика