АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çул урлă асăрханса каçасчĕ

22 февраля 2012 г.

Çул çинче çуран, автотранспортпа, лашапа е велосипедпа пыракансем инкек серепине çакланни чăн малтан асăрханманлăхпа çыхăннă. Чылай чухне пĕлсе, курса тăрсах йĕркене пăсатпăр. Пĕр çын айăпĕшĕнех вара пысăк хуйхă, виçесĕр тăкак йăтăнса анма пултарать.

Кĕтмен çĕртен сиксе тухакан инкексен ытларах пайĕ – çул-йĕр правилисене пăхăнманнинче. Вĕсен хушшинче шкул ачисем пулни вара пушшех пăшăрхантарать. Тепĕр чухне хамăртан килекен сăлтавсем те чăрмав кÿреççĕ. Сăмахран, хура кĕркуннепе хĕллехи каçсенче Патăрьелĕнчи урамсенче тĕттĕм. Ирхине тул çутăлса çитичченех çынсем ĕçе васкаççĕ, шкула, садика утаççĕ... Çул урлă каçмалли вырăнсем те пайтах. Шăпах çакăн пек хăрушă участоксенче водительсем çул-йĕр правилисене пăхăнсах каймаççĕ. Акă, район центрĕнчи “Дуслык” магазин умĕнчен садика каçакан вырăнта нихăçан та çутă çук. Шăпах çакăнта авари пулас хăрушлăх пысăк. Автомашинăпа пыракансем çынсене çул урлă каçарса яма чарăнса тăмаççĕ тесен те юрать. Иккĕмĕш вăтам шкула çÿрекен ачасен те ку тĕлĕшпе пысăк хăрушлăх пур. Табаков, Калинин, Талвир, Карл Маркс ячĕллĕ, Çамрăксен, Совет урамĕсенче çул урлă каçма чăрмавлă. Çул тăваткалĕсенче водительсем хăвăртлăхне чакармаççĕ, чарăнмасăрах иртсе каяççĕ. Тăрăшсан йĕркене хăнăхма, пăхăнма та пулать. Патăрьелĕнчи пĕрремĕш вăтам шкул умĕнчи çулпа урлă каçма кăмăллăрах, шанчăклăрах. Кирек мĕнле техникăпа иртсе каякан йĕркене пăхăнса çуран çул урлă каçакана чарăнса ирттерсе ярать. Çын йышлă çÿрекен вырăнсенче çакнашкал паллăсем кирлех тесе шутлатăп.

В. АНТИПОВ, вĕрентекен.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика