22 февраля 2012 г.
Таврара шап-шурă, кăпăшка юр выртни – хĕл илемĕ. Анчах вăл çынсене чăрмав, хур кÿмесен çеç кăмăллă. Ку тĕлĕшпе прокуратура райадминистрацин строительство пайĕн специалисчĕсемпе, çул-йĕр инспекторĕсемпе халăх йышлă çÿрекен вырăнсене, çирĕплетсе панă урамсемпе картишсене, ытти участоксене юртан, пăрланасран пăхса, тасатса тăнине тĕрĕслесех тăрать, яваплисене асăрхаттарусем парать, кирлĕ пулсан представлени те çырать. Вырăнсенче ял тăрăх пуçлăхĕсем, яваплă организацисем çакнашкал йĕркесене пăхăнса тăрас, пурăнмалли çуртсемпе социаллă пĕлтерĕшлĕ объектсене хĕллехи вăхăтра хăрушлăхран сирес тĕлĕшпе кăларнă федераллă саккуна çирĕп пăхăнмалла, унсăрăн явап тытма тивет.
Нумай пулмасть тĕ-рĕслевпе районти потребительсен обществин хăш-пĕр магазинĕсен умĕсемпе территорийĕсене юртан тасатса тăнине тĕрĕс-лерĕмĕр. Комисси асăрхаттарусене, çитменлĕхсене пĕтерме каласа хăварчĕ. Районта уйрăм хуçасен суту-илÿ точкисем те нумай. Ку тĕлĕшпе вĕсен те йĕркене çирĕп пăхăнмалла.
Е. КУДРЯШОВА,
район прокурорĕн пулăшуçи.