29 февраля 2012 г.
Пирĕн чĕре пурне те туять: савăнăçа та, хумханăва та, ыратăва та хăйне май йышăнать – сиксе тухасла тапать, чĕпĕтсе ыратать, хĕсме тытăнать. Çанталăк мĕнле пулни, çынсем хушшинчи хутшăну, шалти чир-чĕр те витĕм кÿреççĕ ăна, – тесе пуçларĕ калаçăва Хирти Пикшикри пĕтĕмĕшле врач офисĕнчи Р. Каштанов тухтăр. – Çавна май сипленме килекенсем те чĕре чирĕпе, юн çаврăнăшĕпе ытларах пулнине палăртас килет.
Офисра пилÿк ял халçхÿ медицина пулçшçвÿ илет. Вÿсенче 3200е яхçн ăын пурçнать. Пÿр врачшçн нумай ăакç.
– Чире никам та ыйтса илмест. Черетлĕ сиплев курсĕ ирттерес текенсем те сахалăн мар. Ытларахăшĕ ĕçрен пушăрах вăхăтра офиса утасшăн. Тĕслĕх-рен, çĕрулми лартнă е кăларнă хыççăн. Е тата утă çулма тухиччен... – калаçăва малалла тăсать Рамиль Эдипович.
Тĕрĕсех ĕнтĕ. Хамăр сывлăха упрама пĕлменнине çирĕплетет çакă. Çулла ĕç нумай – çĕр çинче пахча çимĕç çитĕнтермелле. Хĕлле вара ытларахăшне выльăх-чĕрлĕхĕ çыхса лартать. Майне-йĕрне тытса пыраймастпăрах çав.
Сипленмешкĕн условисем пур офисра. Кирлĕ анализсене кунтах илеççĕ. Иккĕленсен район е республика больницисене профиллĕ специалистсем патне тĕрĕслеве малалла тăсма яраççĕ.
Иртен пуçласа каçчен хупăнмасть алăк. Хĕллехи çанталăк улшăнса тăнăран сывлăш çулĕ питĕрĕнекенсем, сăмса хупланма пăхакансем, куç япăх кăтартма пикеннисем, ал-урана сусăрлатнисем тата ыттисем те утаççĕ тухтăр патне. Пурне те пулăшу кирлĕ. Теприсене канаш пани те мĕне тăрать. Сипленме çырса панă рецептпа пациентсем вырăнти аптекăранах эмелсем туянма пултараççĕ.
Офиса çÿрейменнисем патне Р. Каштанов килĕсене çитет. Тăван çĕр-шывăн Аслă вăрçине хутшăннă Х. Латыпов, М. Валиуллов, З. Макачев патне кĕрсе тухмасăр хăвармастех, район больницинче выртсах сиплев курсĕ илме пулăшать. Тăлăха юлнă салтак арăмĕсем, Чечен, Афган республикисенче хĕсметре пулнисем те шутра ял тăрăхĕнче.
Чылайăшне Рамиль Эдипович эмелпе кăна мар, ăшă сăмахĕпе те сиплеме тăрăшать. Апатра ÿсен-тăран çимĕçĕ ытларах пулмаллине, вĕсем атересклероза аталанма паманнине ăнлантарать. Выльăх çăвне çуллă кислотапа тата фосфодентпа пуяннипе улăштарма сĕнет. Вĕсем тымар стенкисем холестеринпа тулса ларассине сиреççĕ, ăна организмран кăларма пулăшаççĕ, тет. Тăпăрчăн та асăннă енĕсем пур-мĕн. Аш-какая та, пулла та ăшалас вырăнне пĕçерсе çимелле иккен. Май пур таран уçă сывлăшра çÿрени те хамăр сывлăхшăнах усăллă.
Сывлăх сыхлавĕшĕн район, республика, Раççей шайĕнчи ертÿçĕсем тăвакан ырă ĕçсем куç умĕнчех. Иртнĕ çул офисра юсав ĕçĕсене пурнăçласа ăшăтакан пăрăхсене улăштарнă, шыв кĕртнĕ, канализаци тунă... Апла пулсан ĕçлемелле те ĕçлемелле. А. АСТРАХАНЦЕВА.