АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » СЫВЛĂХПА ПУЛАР ПУЯН

29 февраля 2012 г.

2012 çулăн пĕр уйăхĕ хыçа юлни сисĕнмерĕ те. Пире ытларах çак хушăра районти санитарипе эпидемилоги лару-тăрăвĕ аван тăни савăнтарать. Акă, шатра чирĕпе чирлесси, вируслă инфекци сарăласси те иртнĕ çулхи çак тапхăртинчен чакнă.

Çулленех пăшăрхантаракан тĕслĕх вăл – йытă çыртса суранлатни. Ирĕкре çÿрекеннисем çын çине тапăнма пăхаççĕ. Çакнашкал пăтăрмах Патăрьел, Шăнкăртам, Первомайски, Шăхач, Хирти Пикшик ялĕсенче пулнă. Йытăсене кăкарса усрани вырăнлăрах. Хуçасăр хÿрешкесене вара персе вĕлермелле.

Паха апат-çимĕç – сывлăх çăл куçĕ. Ку енĕпе районти суту-илÿ тата обществăлла апатлану предприятийĕсенчи продукцине тĕрĕслессине манăçа кăларман. Вĕсем пурте микробиологи тата гигиена кăтартăвĕсемпе мĕн ыйтнине тивĕçтернĕ.

Роспотребнадзор управленийĕн территори пайĕн специалисчĕсем юридика сăпачĕллĕ тата индивидуаллă предпринимателĕн икĕ объектне тĕрĕсленĕ, саккуна пăснине тупса палăртнă, тивĕçлипе асăрхаттарнă.

Районти санитарипе эпидемиологи лару-тăрăвĕпе специалистсем кăларса тăракан информаци бюллетенĕ те паллаштарать. Халăх сывлăхĕ мĕнле пуласси тĕрлĕ чир-чĕр сарăласран асăрханнинчен, тăван тавралăха тирпейлĕ тытнинчен те килет. Н. СЕРГЕЕВА,

Роспотребнадзор управленийĕн территори пайĕн начальникĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика