АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » ВЕТЕРАН ЯЧĕПЕ ТУРНИР

29 февраля 2012 г.

Районти тĕп больницăра техник-рентгенолог пулса ĕçлекен И. Хитрова пĕлмен çын сахал-тăр. Çитмĕл çула çывхарса пырать пулин те Иван Федорович тĕреклĕ те вашават. Хăйĕн ĕçне те чунне парса пурнăçлать. Аманнисене, сусăрланнисене, чирлĕ çынсене рентген аппарачĕпе вăхăтра ÿкерсе тухтăрсене тĕрĕс диагноз лартма пулăшать.

И. Хитров обществăлла пурнăçра та хастар. Вăхăтĕнче спортпа туслă пулнăран ветеран ячĕпе районта волейбол турнирĕ йĕркелерĕ. Кăçал та иртрĕ вăл. Унта çичĕ команда пуçтарăнчĕ. Вĕсене судьясен коллегийĕ икĕ ушкăна уйăрчĕ. Пĕрремĕшĕнче Пăлапуç Пашьел, Сăкăт ял тăрăхĕсен, “Батыревский” хупă акционерсен пĕр-лешĕвĕн, “Паттăр” спорт комплексĕн спортсменĕсем, иккĕмĕшĕнче Туçа ял тăрăхĕн, професси училищин, Патăрьелĕнчи иккĕмĕш вăтам шкул вылявçисем пулчĕç. Финала “Паттăр”, “Тойси”, “Баиш”, “Батыревский” командăсем тухрĕç. Ку ушкăнсенчи вăйăсем тата та çивĕч иртрĕç. Пĕрремĕш вырăна “Батыревский”, иккĕмĕшне “Тойси”, виççĕмĕшне “Паттăр” спортсменĕсем йышăнчĕç. “Чи лайăх вылякан” ята В. Мышов, “Чи лайăх тапăнса вылякан” номинацие А. Тинюков, “Чи лайăх хÿтĕлевçĕ” чыса В. Ваньков, “Чи лайăх пас паракан” ята Д. Сегов тивĕçрĕç.

В. БОРОДКИН,

спорт ветеранĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика