29 февраля 2012 г.
Хăрушă чир–СПИД – пĕтĕм тĕнчипе сарăлса пырать. Унран сывалма май паракан эффективлă препарата хальлĕхе шутласа кăларайман-ха. Вăл Чăваш республикинче те вăй илсех пырать.
Чăваш Енре ВИЧ инфекциллĕ 1295 çын пурăнать. 30-шĕ леш тĕнчене куçнă ĕнтĕ. Хăрушă чир пирĕн района та айккине хăвармасть: 11 çынн учета илнĕ.
СПИДа “çамрăксен чирĕ” теççĕ. Анчах та вăл вăтам çулхисене те, пĕччен е çемьеллĕ пурăнакансене те, арçынсемпе хĕрарăмсене те шеллемест.
Инкекрен сывă пурнăç йĕрки кăна хÿтĕлесе тăма пултарать. Чир ернĕ хыççăн хăрушă ВИЧ – вирус юнра, ар вăрлăхĕнче, хĕрарăмсен ар органĕсенчен тухакан шĕвекĕсенче, кăкăр сĕтĕнче вăй илме пуçлать. Вирус çынна виçĕ çул-йĕрпе куçать: ар çыхăнăвĕсем урлă; юнран (ВИЧ инфекциллĕ çыннăн шприцĕпе усă курнă чухне (наркомансем), таса мар инструментпа (стерилизаци туман) татуировка тунă чухне те ВИЧ инфекци лекме пултарать; чирлĕ амăшĕнчен – кăкăр ачине (варта выртнă чухне, çуратнă е кăкăр ĕмĕртнĕ вăхăтра).
Ытларах тĕлли-паллисĕр ар çыхăнăвне кĕрекенсем, ĕçкĕпе иртĕхекенсем, кил-çуртсăр çапкаланса çÿрекенсем, тĕрмере ларакансем, наркомансем чирлеççĕ. Сывă пурнăç йĕркине уяман хăшпĕр çынсен, аякри рейссене çÿрекен водительсен, вахта мелĕпе ĕçлекенсен те чир ертес хăрушлăх пур. Мĕнлерех сыхланмалла-ха унран;
Чи малтанах сывă пурнăç йĕркине пăхăнмалла. Ĕçкĕ-çикĕпе иртĕхессинчен (кун пек чухне палламан çынпа ар çыхăнăвне кĕресси пулать), наркотикпа усă курассинчен пăрăнмалла.
Çирĕп çемье, пĕр партнер – сывă пурнăç никĕсĕ. Çемье тулашĕнче секс пулмалла мар. Ăнсăртран тĕл пулнă çынпа ар çыхăнăвне кĕме презервативпа усă курмалла. Медицина процедуринче пĕр хутчен усă курмалли шприцсем кăна пулмалла.
Ятарлă лицензиллĕ (стоматолог, тату-мастер) специалист патне çеç каймалла.
Хамăрсăр пуçне ВИЧ инфекцирен пире урăх никам та хÿтĕлемĕ.
А. ЧЕРНОВА,
врач-инфекционист.