29 февраля 2012 г.
Сывлăха упрасси, пурнăçа малалла тăсасси кашни çынран хăйĕнчен те килет. Иртнĕ çул врачсем патне 302364 пациент йышăнăва пынă. Фельдшерпа акушер пункчĕсенчи вăтам медицина кадрĕсем 115287 хутчен пулăшу панă. Муниципаллă заказа терапи уйрăмĕ 115 процент, неврологи 114,2, йывăр çын хĕрарăмсен паталогийĕ – 255, ача-пăча енĕпе 143,5 процент пурнăçланă.
Васкавлă пулăшу уйрăмĕн ĕçĕ те курăмлă. Кунти медицина ĕçченĕсем 9726 хутчен шăнкăравпа çула тухнă. Вĕсенчен 91 процентне пулăшу ыйтакан патне 20 минутчен çитнĕ. Çакă аван. Миокард инфаркчĕпе чирлекенсене вăхăтра врач патне илсе çитерни пациент ĕмĕрне тăсать.
Çул-йĕр çинчи инкеке пула аманнисене те шурă халатлисен пулăшăвĕ кирлĕ. Ку енĕпе 34 хутчен васкавлă пулăшу машини çула тухнă.
Чир тĕрлĕ сăлтавпа пулать. Ăна аталанма вара çынсем хăйсем те пулăшаççĕ. Алкоголизм пусмăрлани çĕнĕлĕх мар. Анчах алла черкке тытакансен йышĕ чакмасть. Юн çаврăнăшĕ япăхланнипе, усал шыçăсем тухнипе, шăмăпа мышцă чирĕсемпе инвалида тухакансем пур. Хăй çине алă хуракансене темшĕн пурнăç япăхтарнă; Сывлăш тухманнипе чирлекенсен шучĕ те чаксах каймасть.
Сывлăх сыхлавĕнчи кăçалхи ĕçсем çинче чарăнса тăни те вырăнлă пулĕ. Пурлăхпа техника базине тĕреклетме, ача-пăча уйрăмĕпе поликлиникăна юсама 10 миллион тенкĕ яма пăхнă.
Вырăнта пуçламăш медицина пулăшăвĕ парассине лайăхлатас тĕллевпе виçĕ ялта пĕтĕмĕшле практика врачĕн уйрăмĕсене уçма палăртнă. Электронлă медицина карттине, регистратурăна, документ çаврăнăшне йĕркелесе яма 4 миллион тенкĕ ытла укçа уйăраççĕ.
Е. МАУРИНА.